Ҫемье историйӗнче – ӗмӗрсен ахрӑмӗ
Конкурс
Михайловсем йӑх-несӗл фестивалӗнче иккӗмӗш вырӑна çӗнсе илчӗç.
Атня районӗнче республикӑри йăх-несӗл фестивалӗн «Ҫемье историйӗнчи ӗмӗрсен ахрӑмӗ – Тарихта без эзлебез» зонӑри тапхӑрӗ иртрӗ.
Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗсен çулталăкне тата Тутарстанра ҫар тата ӗç паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ çак мероприяти ҫемье династийӗсене пӗрле пухрӗ. Мероприятие ТР Архив ӗҫӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ, ТР Патшалӑх архивӗ тата район администрацийӗ йӗркеленӗ.
Фестивалӗн зонӑри тапхӑрне Апастово, Кайпăç, Балтаси, Зеленодольск, Тури Услон, Высокогорск, Пăва тата Атня районӗсенчи ҫемье династийӗсем хутшӑнчӗç. Ҫӗпрел чысне Хурăнвар-Шăхаль ялӗнчи Михайловсен ҫемйи хӳтӗлерӗ.
Мероприяти требованийӗсеме килӗшӳллӗн кашни ҫемье хӑйӗн историйӗпе, йӑли-йӗркипе, иртнипе хальхи вӑхӑтпа, наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарать.
– Михайловсен ҫемйи сцена ҫинче ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине уявлас йӑлана кӑтартса пачӗ. Авалхи йӑла-йӗркесем, традицисем, халӑх кӗввисем урлӑ вӗсем хӑйсен ҫемйин авалхи, генеалоги историне ҫырса кӑтартрӗç. Йӑх-несӗл вӑл цифрӑсемпе, фактсенче кӑна мар, ӑруран ӑрӑва куҫакан чӗрӗ эткерлӗх пулнине кӑтартса пачӗҫ, – тет район архивӗн ертӳҫи Альберт Мухаррамов.
Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Михайловсен ҫемйи иккӗмӗш вырӑна йышӑнчӗ, Диплома тата 80 пин тенкӗлӗх Сертификата тивӗçлӗ пулчӗç.
– Ҫакӑн пек пысӑк фестивальте çӗнтерни пирӗншӗн пысӑк мӑнаҫлӑх, савӑнӑҫ. Сцена çине тухма питӗ хумханса хатӗрлентӗмӗр, наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлерӗмӗр, кивӗ сӑн ӳкерчӗксемпе тумтирсене пухрӑмӑр. Пысӑк ӗҫ пурнăçларăмăр. Пулӑшу аллине тӑсакансене, канаш паракансене пурне те тав тӑватпӑр, – тесе хăйӗн шухăш-кăмăлӗсене пӗлтерчӗ Михайловсен çемйи.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев