Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫемье – çирӗп тӗрек тата шанăç

Районта Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ мероприятисем иртрӗç

Çулсерен июлӗн 8-мӗшӗнче – «Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче» районти сумлă ҫемьесене – чысласси, ҫавӑн пекех «Чупрэле» паркра «Коляскăсен парадне» ирттересси илемлӗ йӑла пулса тăчӗ. Уяв Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Минниханов пуҫарнипе йӗркеленӗ «Куршӗ фест» халӑх конкурсӗн «Чупрэле пӗрлӗхӗ: ҫемье, шанӑҫ, килӗшӳ» проектне пурнӑҫланӑ май иртрӗ.

Кӑҫал çак мероприятие тата та пӗлтерӗшлӗрех йӗркеленӗччӗ. Программӑра мастер-классем, тӗрлӗ вӑйӑ ирттересси те пурччӗ.  Мероприятийӗн хăйне евӗрлӗ пайӗ – 6 уйӑхран пуҫласа 1 ҫулчченхи шăпăрлансен ӑмӑртăвӗччӗ. 

Районти Ӗç тăвакан комитечӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов мероприятие килнисене уяв ячӗпе саламларӗ:

– Ҫемье – вӗл пирӗн тӗрев, çирӗп шанчăкăмăр тата тӗрекӗмӗр. Районăмăр сумлă та ӗçчен çемьесемпе мăнаçланать. Кашни килте юратупа савӑнӑҫ хуҫалантӑр, ачасем ҫуралччӑр, савӑнӑҫлӑ пурӑнччӑр, – терӗ вӑл.

Мероприяти вӑхӑтӗнче вӑрӑм ӗмӗрлӗ мӑшӑрсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗç. «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи 50 ҫул пӗрле пурӑнакан Ансафпа Алсу Ракиповсене, Упи ялӗнчи Александрпа Наталия Куракинсене чысларӗç. 
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене те тав сӑмахӗсем пулчӗç.

Вӗсене:                     – Сирӗн ҫирӗплӗхӗр, паттӑрлӑхӑр пысӑк хисепе тивӗҫ, – терӗç.

Çак кунсенче кăна Шланка ялӗнче пурӑнакан Мулякаевсен ҫемйинче пулса иртнӗ савӑнӑҫлӑ пулӑма та палӑртрӗç мероприятире. 
Гульгеняпа Ирек Мулякаевсен кӑҫалхи июнӗн 20-мӗшӗнче йӗкӗреш хӗрачасем ҫуралнӑ.

Ҫемье уйрӑм хуҫалӑх тытса пырать. Ӗҫчен ҫемье Тутарстан Республикинче пурнӑҫланакан уйрăм хушма хуçалăхсене пулӑшмалли программа шайӗнче ферма туса лартнӑ, 20 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, хур-кăвакал, чăх-чӗп усрать. Кил хуçи строительство ӗҫӗсенче те хутшӑнать. Мӑшӑрӗ Гульгеня Камилевна Шланкари почта уйрӑмӗнче почтальон пулса ӗҫлет, общество ӗҫне хастар хутшӑнать, суйлав комиссийӗн председателӗ те пулса тăрать.

Мулякаевсен 2008 ҫулта ҫуралнӑ ывăлӗ – Ильяс тата 2013 ҫулта ҫуралнӑ тепӗр ывлăлӗ – Ильяр пур.  Ильяс – районти отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗ, Илья – шкул ачи. Телейлӗ ҫемьене туллилентернӗ хӗрӗсене вӗсем Иланапа Илара ят панӑ. 
Йăлана кӗнӗ «Коляскăсен парачӗ» уявăн кульминаци пайне тӳрӗ килчӗ, унта кӑҫал 30 яхӑн ҫемье хутшӑнчӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачасен коляскине тӗрлӗрен: самолет, техника, юмахри паттӑрсем евӗрлӗ туса, илемлетсе хатӗрленӗччӗ. Ҫак кун Габдулла Тукайӑн «Шурале» юмахӗнчи сӑнара та курма май пулчӗ.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов ачасен коляскисене илемлетнӗ ҫемьесене пултарулӑх хастарлӑхӗшӗн тав турӗ, уяв ячӗпе саламларӗ. Мероприятие хутшӑнакансене пурне те дипломсемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗ. 

Уява 6 уйӑхран пуҫласа 1 ҫулчченхи тӑватӑ ураллӑ ачасен ӑмӑртӑвӗ уйрӑмах илем кӳчӗ. Ӑмӑртусем кӑҫал районта пӗрремӗш хут иртеҫҫӗ, пӗчӗк ачаллӑ ҫемьесем хушшинче питӗ популярлă пулчӗ, унта 10 яхӑн ҫемье хутшӑнчӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене пулăшса тăчӗç. Юлашкинчен, çаврăнуллăраххисем, палӑртнӑ дистанцие шуса, утса иртнисем тивӗҫлӗ парнесем илчӗҫ.
Уяв пултарулӑх вӑййисемпе, мастер-классемпе пӗрле çыхăнса пычӗ. Кашни ҫын хӑйне килӗшекен интерес тупма пултарчӗ. Уявра эстрада артисчӗсем Рамиляпа Рамиль Хайрутдиновсем, çавӑн пекех, Оксанапа Денис Антиповсем хӑйсен юррисемпе хавхалантарса тăчӗç.  Ҫак кун пире пурне те ҫемье пирӗн пуянлӑх пулнине тата тепӗр тепӗр хут аса илтерчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев