Елена Кадыкова: «Виҫӗ ачам – пин савӑнӑҫăм»
«Кашни ача – телей», – теҫҫӗ Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Еленăпа Александр Кадыковсем Пурнăç илемӗ
Тумтиршӗн, апатланушӑн, ача сачӗшӗн тӳлевсем хаклă, текен сăлтавпа паянхи кун ҫамрӑк ҫемьесенчен нумайӑшӗ пӗр-икӗ ачапа кӑна ҫырлахать. Виҫӗ ачана пурнӑҫ парнеленӗ Елена вара:– Икӗ ача – пӗр ача, пӗр ача – ҫук ача, тесе ӗлӗк пӗлмесӗр кăна каламан. Ырă-сывлӑхлӑ пулнă чухне ача çуратасси савӑнӑҫ кăна вăл, – тет.
Елена Михайловна Ульяновск облаҫӗнчи Кузоватово рабочи поселокӗнчен. Лайӑх паллӑсемпе кăна вӗреннӗ хӗр шкултан вӗренсе тухсан, Ульяновск хулинчи медицина сестрисем хатӗрлекен колледжа çул тытать. Пулас мӑшӑрӗпе Александр Анатольевичпа та вӗсем çавăнта вӗреннӗ ҫулсенчех паллашаççӗ, мӗншӗн тесен каччӑ та шӑпах ҫак вӗренӳ çуртӗнче пӗлӳ илнӗ. Пӗлӳ çуртӗнчен диплом илсе тухсан, 2005 ҫулта, вӗсем çемье çавăраççӗ. Пӗр çул хулара пурӑннă хыççăн Александрăн тӑван ялне – Кивӗ Чукал ялне – таврӑнаççӗ.
– Эпӗ хам та ял типӗнчи рабочи поселокӗнче ҫуралса ӳснипе пулӗ ӗнтӗ, хула шăв-шавне юратмарăм. Александрăн та тӑван яла таврӑнас шухăшне хирӗҫлемерӗм. Ялта вӗт ачасемшӗн питӗ усăллă пулнă сывлӑш, лӑпкӑ, хула шăв-шавӗ ҫук. Кăмăллакан çын ялта та хулари пек, савăнса пурӑнма пултарать, – тет Елена.
Анчах район центрӗнче ҫамрӑк ҫемье валли ӗҫ тупӑнмасть. Александр Мускава кайса, вахта меслечӗпе ӗҫлеме пуҫлать. Елена вара ялта тăрать. Каярахпа вӗсем район центрӗнче нумай хутлӑ пӗр ҫуртра хваттер туянаççӗ, 2010 ҫулта район центрне пурăнма куҫаççӗ.
Александр районти «Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн» Аслă Аксу филиалне механизатор пулса вырнаҫать. Елена вара районта уҫӑлнă «Магнит» лавккара ӗҫлеме пуҫлать.
Ҫамрӑк ҫемьере пӗр-пӗрин хыççăн ывăлӗ Никита, хӗрӗ Дарья ҫуралаççӗ. Паянхи кун вӗсем иккӗшӗ те 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илеççӗ. Кӗçӗн хӗрӗ Ульяна вара хальлӗхе 8 уйӑхра кӑна.
– Кашни эрнере тенӗ пек, мăшăрăн ашшӗ-амӑшӗ пурӑнакан яла каятпăр, ҫулла вара пӗтӗмпех ялта тăратпăр. Çӗрулми ытти пахчаçимӗç акса ӳстеретпӗр. Пурнӑҫпа питӗ кӑмӑллӑ. Ăшă пӳртӗмӗр ачасен хаваслӑ сассисемпе кӗрлесе тăрать. Ăҫта кăна кайсан та, ҫемьере хама кӗтсе тăракансем пурришӗн савăнса, ывӑл-хӗрӗмсене тунсӑхласа таврăнатăп. Ачасем хирӗç чупса килсе, «анне» тесе ыталаса илнӗ самантсене, çак кăмăллă туйăмсене нимӗнпе те улӑштарма май çук, – тет Елена.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев