Донбасра вилнӗ ачасене асӑнчӗҫ
Календарьти дата
Июль уйӑхӗн 27-мӗшӗ Донбасра вăрçа пула вăхăтсăр вилнӗ ачасене асӑнмалли кун. Çак хурлăхлă куна Донецк Халӑх Республикин Пуҫлӑхӗ 2022 ҫулта указпа çирӗплетнӗ.
Асӑну мероприятийӗсем çак кун Пӗтӗм Раҫҫейӗпе иртеҫҫӗ, ҫуртасем ҫутаҫҫӗ, чечексемпе теттесем хураҫҫӗ, шыв ҫине хут шурӑ карапсем яраççӗ, ача сачӗсемпе ҫуллахи лагерьсенче астӑвӑм урокӗсем иртеҫҫӗ. Чуна пырса тивекен дата вилнӗ ачасене асра тытма, вӗсен шăпине хисеплеме пулӑшать.
Район центрӗнче, Центральная урамӗнче Донбасри вилнисене асӑнмалли куна халалланӑ акци иртрӗ. Унта хутшӑнакансем вилнисене пӗр минут шӑп тăрса аса илчӗç, ҫуртасем çуртрӗç, теттесем хучӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев