Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Яланах кирлӗ ӗç

Истори çине пăхса илсен, 1970-1980-мӗш ҫулсенче районти ялсенче телефон ҫыхӑнӑвӗпе тивӗçтересси анлăн сарӑлма пуҫларӗ.

Ун чухне электричество çыхăнăвне почта ӗçӗнчен уйăрса пăхма та пулмастчӗ пек. Çапла, район центрӗнче çак икӗ пӗлтерӗшлӗ тытăм халӗ те пӗр тӳпе айӗнче. Çапах та ҫыхӑну ӗçӗ-хӗлӗн пулӑшу системи самаях сарӑлчӗ. Паян вӑл этемлӗхе хальхи инфратытӑмӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнă – интернетпа ҫыхӑнтарать. Ҫак ӗҫе те хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ каччăсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсенчен Альфик Хуснуллович Халиловпа Радиф Рафикович Валиуллина ҫыхӑну сечӗн «ветеранӗсем» тесе калама та пулать. Вӗсен ӗҫ ҫулӗ теҫетке ҫул ытла. Альфикпа Радиф ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупса ӗҫлеççӗ, кашни клиентăн ыйтăвӗсене вӗçне-хӗрне çитерсе пурнӑҫлаççӗ. Чӗнтерсен каччăсем хӑвӑрт хушăра килсе ҫитеççӗ, ӗçӗсене пахалăхлă пурнăçлаççӗ.

– Çыхӑну узелӗ кӳрекен пулӑшу тӗсӗ кунран-кун ӳссе пырать. Кивӗ пӑхӑр пралуксене сӳс-оптика сечӗсемпе улӑштарни анлӑ майсем уҫрӗ. Ҫак линисем пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнма, нумай каналлӑ телекурав курма май параҫҫӗ. Ӗçӗмӗре юратса пурнăçлатпăр, чи пахи – район çыннисем кăмăллă пулччăр, – теççӗ каччăсем.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев