Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çутă малашлăх çамрăксен аллинче

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсем Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫлаççӗ, ҫемье те çавăраҫҫӗ

Ҫакӑн пек район çыннисенчен пӗри вӑл – Тутар Паснапуç ялӗнчи Раиль Рамильевич Калимуллин.

Раиль – ҫемьери виҫӗ йӗкӗреш ачаран пӗри. Икӗ пӗртăван хӗрсемпе пӗрле, 1998 ҫулта, ҫут тӗнчене килет. Шел те, ҫемье телейӗ пӗр тикӗс пымасть. Ачисене 13 ҫултах тӑлӑха хӑварса, ашшӗ пурнăçран уйрăлса каять. Амӑшӗ Лилия Рафиковна виҫӗ ачине ура ҫине тӑратас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Паянхи кун та вӑл ялти шкулта ӗҫлет.

Раиль малтан Тутар Паснапуç шкулӗнче, унтан Марс вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илет. Отрасль технологийӗсен техникумӗнче специальноҫа алла илнӗ хыççăн, çар службине каять. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ пӗрремӗш кунранах, Раиль ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче тӑрӑшать. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн нумай наградӑна тивӗҫет. Иртнӗ çул Раиль аманать, госпитальте сипленет. Больницӑра чухне, Шланка ялӗн хӗрне Ильнарана хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки ҫырать, çавăнтанпа ҫамрӑксем хушшинчи ҫыхӑну татӑлмасть.

– Раилпа эпир виҫӗ ҫул каялла туйра паллашнӑччӗ. Паллашрӑмӑр, калаҫрӑмӑр – ҫакӑнпа пӗтрӗ, урӑх тӗл пулман. «Шăпа çапла çырнӑ пулсан, вăл – санӑн», – теҫҫӗ ҫке. Пирӗн тӗслӗхре те ҫаплах пулчӗ, – тет Ильнара.

Ильнара та виҫӗ ачаллӑ ҫемьерен. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл медицина сестрин специальноҫне алла илет.

– Отпуска таврӑнма май тупӑннине пӗлсен, эпир хутшӑнусене законлă тума шут тытрӑмӑр, – терӗ Раиль. – Халӗ манӑн шанчӑклӑ тыл, эпӗ таврӑнасса кӗтекен тата тепӗр ҫывӑх ҫыннӑм пур.

– Раиль пирӗн ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗленӗ, хӑй умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра эпӗ ҫемье планӗсем тӑвӑп, ҫутӑ малашлӑх пирки ӗмӗтленӗп, – тесе калаҫӑва хутшӑнчӗ Ильнара.

Заявление ҫамрӑксен патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ панӑ. Мӑшӑрланнине регистрациленӗ ятпа Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ. Вӑл Раиле кӑтартнӑ паттӑрлӑхӗсемшӗн тав турӗ, ҫамрӑк мӑшӑра телей тата ҫутӑ малашлӑх сунчӗ. Ҫемье документне – мӑшӑрланнине ӗнентерекен свидетельствӑна – пачӗ.

Малалла тăсса

ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Шарафутдинова пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Ҫӗпрел районӗнче 21 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ, вӗсенчен 10шӗ – кӗске вӑхӑтлӑх отпускӗсенче мӑшӑрланнине регистрациленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев