Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çурхи тӗнче вăраннă чухне…

Поэзи кунне халалласа, музейри поэзи сехечӗ

Çуркунне – çутçанталăк чӗрӗлнӗ вăхăт. Поэтсен сӑввисем, художниксен ҫуркунне ҫинчен ҫырнӑ картинисем ҫулталӑкӑн ҫак вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ сӑнарсемпе тулнӑ. Çыннăн та пурнăçӗнче тӗрлӗ самантсем пулаççӗ, чунне кантарма сăвă кӗнекисене алла тытса вулаççӗ, çак йӗркесенче хумхантаркан сивӗч ыйтусенчен пăрăнса поэзи тӗнчине путаççӗ.

Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне халалласа,  П.В.Дементьев музейӗнче «Çурхи тумлам» поэзи сехечӗ иртрӗ. Ертсе пыракан поэзин кунне ирттернин историйӗпе паллаштарчӗ.

Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче вăтам класри вӗренекенсем сӗтел çинчи кӗнекесемпе паллашса, юратнӑ сӑввисене хаваспах суйласа илсе сасӑпах вуларӗҫ. Сӑвӑсем ҫурта ҫутипе янрарӗҫ… Сергей Есенин, Алексей Плещеев,  Михаил Лермонтов, Афанасий Фет, Александр Блок, Федор Тютчев, Константин Иванов классиксен, Валентина Тарават çырнă йӗркесене итлеме кăмăллă пулчӗ. Сӑвăсене витӗмлӗн, интонаципе вуларӗҫ. Сăвăçсем амăшне хисеплени, юратупа шанчӑклӑх, тӑван ҫӗршыв, çутçанталăка юратни çинчен сăвасем шăрçаланă.

Çаплах,  «Литература тӗнчинче» ăс-хакăл вăййи ирттертӗмӗр. Вăйă: «Сӑвӑҫсен биографийӗ» пайра авторсен пурнăçӗпе çыхăннă ӗç-пуçа тупмалаччӗ;  «Сӑвва аса ил» пайра тӑваттӑмӗш йӗркесен юлашки сӑмахӗсем тӑрӑх А.С.Пушкин хайлавне аса илмелеччӗ; «Йӗркене ҫӗнет» пайра сӑмах йӗркине улӑштарса сӑвӑ йӗркисене ҫӗнетсе, хайлав ятне аса илмеллеччӗ; «Кам йӗркисем?» пайра сăвă йӗркисем хăш сӑвӑçăн пулнине тупса палăртмалаччӗ;  «Ҫунатлӑ пуплевсем» пайра паллă  пуплевсене вуласан, хайлав  ятне тата унӑн жанрне аса илмеллеччӗ. «Кам хăвăртрах?» конкурсра автора вăл çырнă произведенисене тупса сыпăнтармалаччӗ. 

Ачасем пур ӗçсене те ăнăçлă пурнăçларӗç.

– Сирӗн хушшӑрта, сӑвӑ ҫыракансем ҫук-и? – тесе ыйту патăм ачасене.

– Ҫук ҫырман, каярахпа тӑрăшса пӑхсан, тен пулӗҫ, – тӗрӗҫ пӗр харӑссӑн.

Тен,  вӗсен хушшинче Валентина Тараватпа  Георгий Тал-Мӑрса ентешсем пек, паллӑ сӑвӑҫсем, драматургсем те пулӗҫ, кăна малашлӑх кӑтартӗ...

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев