Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çуркунне организма мӗнле витаминсем кирлӗ?

1001 канаш

Ҫуркунне нумай ҫын авитаминозпа аптӑрать. Тухтӑрсем организма уйрӑмах А, С, D, Е витаминсем ҫитменнине палăртаççӗ. Çак витаминсем хӑш-пӗр ҫимӗҫсен составӗнче пур.

Ытларах уҫӑ сывлӑшра пулма, тӗрӗс апатланма тӑрӑшăр, тесе сӗнеҫҫӗ врачсем. Мӗнле апат-ҫимӗҫе мала хумалла-ха? Хӑш витамин ытларах мӗнле апатра упранать?

Ильгизар Хуснутдинов  врачăн канашӗсем: 

 A витамин ӗне тата чӑх пӗверӗнче, тинӗс пулли, шурӑ сыр, тӑпӑрчӑ, сӗт, кишӗр, кавӑн, сыр, абрикос, апельсин тата мандаринра пур.

 В витамин чӑх тата ӗне какайӗнче, тинӗс пуллинче, ыраш ҫӑкӑрӗнче пур.

 С витамин шӑнса пӑсӑлассине хирӗҫ тӑрассине ӳстерет, анчах сыпӑсем ыратсан, тӑвар пухӑнать пулсан ку витаминпа ытлашши усă курма юрамасть. Ку витамин шӑлан ҫырлинче, кивире, хура хурлӑханра, цитруссенче, хӗрлӗ пӑрӑҫра тата пилешре нумай.

 D витамина сӗт юр-варӗ, ҫӑмарта сарри, пулӑ ҫӑвӗ, тинӗс купӑсти тата тинӗс пулли ҫисе туллилентерме пулать.

 Е витамин хӗвелҫаврӑнӑш, олива, кукуруза, иҫӗм ҫырли, мӑйӑр составӗнче пур. Ҫавӑн пекех вӑл хӗвелҫаврӑнӑшра, шпинатпа брокколире нумай.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев