Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чун-чӗри яланах ырă

Çакăн пек çын пурăнать

Альберт Мухаметшин, ҫамрӑк ӑру представителӗ пулсан та, чун-чӗрипе яланах ырă ӗçсем патне туртăнакан ял çынни.

Тӗнчене ырӑлӑх ҫӑлать. Çак сӑмахсене халӑхăмăр ахальтен каламан. Хӑйӗн чӗринче ырӑ кӑмӑллӑх пахалӑхӗ çӳретекен, ялан пулăшма хатӗр тăракан çын ҫеҫ таврари тӗнчене чӑннипех те  телей, савӑнӑҫ валеçме пултарать.

Сӑмахăм пӗр ял ҫынни – Кивӗ Шемӗршел ялӗн каччи, хальхи вăхăтра Хусан хулинче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен, юридици енӗпе аслӑ пӗлӳллӗ уйрӑм предприниматель Альберт Кутдусович Мухаметшин çинчен пырать.

Аякра пурӑнать пулин те, тӑван ялӗпе ҫыхӑнӑва татмасть. Ялан ял пурнӑҫӗпе «пӗр хум ҫинче ишет».

Мечӗте тӗпрен юсассишӗн тӑрӑшасси, ялта иртекен анлӑ культура, обществăлла мероприятисене ирттерме пулӑшу парасси – уншӑн яланхи ӗҫ. Тӗслӗхрен, вӑрҫӑ ачисене чысласси тата ытти те. Чи тивӗҫлӗ ӗҫӗ – ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешӗмӗрсемпе тӑтӑшах ҫыхӑнура тăни, вӗсене кирлӗ материалсемпе, оборудованисемпе тивӗçтерни.

Акӑ мӗнле вăл, пирӗн ырă кăмăллă ял ҫынни – Альберт Кутдусович. Ял ҫыннисен ячӗпе ӑна питӗ пысӑк тав сӑмахӗ калатӑп. Ӑна ҫирӗп сывлӑх, ҫемйипе тата ҫывӑх ҫыннисемпе нумай ҫул пурӑнма, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатӑп.

Фарида Зяббарова,                                              
Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи ветерансен совечӗн ертӳçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев