Чун-чӗре ӑшшине парса
Хисеплӗ педагог
Вӗрентекен... Ҫӗр ҫинче мӗнле професси хуçине илсен те, унӑн пуҫламăшӗнче вӗрентекен тӑрать.
Пурнӑҫне ачасене халалланӑ, вӗсене пулас пурнӑҫа хатӗрленме пуçăннă, ҫав хисеплӗ ӗҫе пӗтӗм чунне парса, чун-чӗрен ăшшине хывнӑ,çирӗп характерлă, хӑйсен профессине парӑннӑ, ҫак аслӑ ята чӑннипех тивӗҫлӗ вӗрентекенсем нумай, вӗсенчен кашниех уйрӑм мухтава тивӗҫлӗ.
1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литература предмечӗпе пӗлӳ паракан Римма Галиевна Нафиева вӗрентекенсен династине малалла тӑсакан педагог. Вӑл ачасене пӗлӳ парас ӗç-хӗле пуçăннăранпа 40 ҫул иртнӗ. Июлӗн 3-мӗшӗнче вăл хӑйӗн 65 ҫулхи юбилейне кӗтсе илет.
Ҫак ҫулсенче вӑл нумай арҫын ачапа хӗрачана тӗплӗ пӗлӳ тата воспитани панӑ, вӗренекенӗсене пур енлӗн лайӑх ҫынсем пулса ҫитӗнтерес тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ. Паян та хăйӗн ӗçне юратса пурнăçлакан Римма Галиевна ачасен хушшинче чӗлхе хуралӗнче тӑракан вӗрентекенсенчен пӗри.
Римма Нафиеван амӑшӗ Зайтуна Зарифулловна тата ашшӗ Гали Сангатуллович та хӑйсен пурнӑҫне ачасене пӗлӳ пама халалланă çынсем. Ҫемьере вӗсем ултӑ ача ӳсеççӗ, вӗсен хушшинче вӗрентекенсем, тухтӑрсем те пур.
Ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхӗпе ачаранах вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ хӗр шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, Хусанти патшалӑх педагогика институтне çул тытать. 1983 ҫулта аслӑ вӗренӳ шкулӗнчен ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухать, ӗҫ çулне Альметьевск хулинчи шкулта пуҫласа ярать. Паянхи пек пурте асӗнче: хумханни, чун-чӗрипе таҫта вӗҫсе кайма хатӗр пулса ӑнтӑлни, пӗрремӗш урок...
– Аннен ӑслӑ сӑмахӗсем, вӗрентӳллӗ канашӗсем мана яланах пулӑшса пычӗç. Вӑл питӗ лӑпкӑ, сӑпайлӑ, ҫав вӑхӑтрах питӗ ҫирӗп ыйтакан та пулчӗ. Ҫавӑнпа та пулӗ, тивӗҫлӗ канура та ӗлӗкхи вӗренекенӗсем киле килсе, халне пӗлсе тăчӗç, – тет Римма Галиевна. – Манӑн аттен ачалӑхӗ питӗ йывӑр иртнӗ, йывăрлăхсем нумай курнă Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ вăл. Атте шкул директорӗ, çутӗç пайне ертсе пынӑ çын. Аннепе те паллашни, пӗрле пулни вӑл ертсе пыракан шкула анне вӗрентме килнӗ хыҫҫӑн пулса иртет. Аттепе анне пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ, анчах вӗсен сӑмахӗсем, канашӗсем, пире, ачисене ӗмӗр тăршшӗпех пулăшса пычӗç.
Римма Галиевнан ӗҫ стажӗ 43 ҫулпа танлашать, вӗсенчен икӗ теҫетке ҫулӗ ытла унӑн Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи пӗрремӗш шкулпа ҫыхӑннӑ. Ҫак ҫулсенче мӗн чухлӗ ачана вӗрентнӗ, мӗн чухлӗ урок ирттернӗ... Унăн кашни урокӗ – илӗртӳллӗ тӗнче. Вӑл кашни ачан тӑрӑшулăхне курма пӗлет, уншӑн тӑрӑшать, ачасем пек чун-чӗререн савӑнать.
Унӑн пӗрремӗш вӗренекенӗсем халӗ хӑйсем те ӗнтӗ ҫемье ҫавӑрса, ачасем ӳстереççӗ. Вӗсен хушшинче кам кăна çук-ши... Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче кирлӗ ҫынсем пулса, пурнăçӗсене малалла тăсаççӗ. Педагог хӑйӗн вӗренекенӗсемпе чун-чӗререн мăнаçланать, вӗсем вӗрентекен профессине суйласа илнӗшӗн чун-чӗререн савăнать.
Римма Галиевнан ӗҫ кӑтартӑвӗсем вӗренекенсен район конкурсӗсенчи, олимпиадӑсенчи, патшалӑх экзаменӗсенчи ҫитӗнӳсенче палӑраҫҫӗ. Вӑл хӑй те тӗрлӗ конкурссене хутшӑнать, 2021, 2024 çулсенче «Çулталăк вӗрентекенӗ» конкурсра çӗнтерет, çаплах, Тутарстан Республикин Наукăпа çутӗç министерствин Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсем те пур.
– Чи пахи – хӑвӑн ӗҫне юратса, ӑна парӑнса юлса, илем тупса ӗçлени, вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗн хисепне туйса пурăнни, – тет вӗрентекен.
Ӗçӗ ҫӑмӑллисенчен пулмасан та, вӑл пур çӗре те ӗлкӗрнӗ. Шкулта кӑна мар, обществӑлла ӗҫсене те хутшӑннă, тӗрлӗ кружоксем илсе пыма та вӑхӑт тупнӑ. Пушӑ вӑхӑчӗ пулсан, вӑл кӗнеке вулама, сывӑ пурнӑҫ йӗркине илсе пыма, хӑйӗн пахчинче илемлӗ чечексем ӳстерме юратать.
Ҫапла, пурнӑҫ сăнавсемсӗр кăна иртмест çав. Хӗрне пурнӑҫăн анлă çулӗ çине кăларма, нумаях пулмасть, ăна ҫухатма, йывăр хуйха тӳсме, паллах, ҫӑмӑл пулман-тăр ӑна. Паянхи кун мӑнукӗсен савӑнӑҫӗшӗн, ҫитӗнӗвӗсемшӗн хӗпӗртесе пурăнать. Римма Галиевнан çӗнсе илнӗ ăнăçăвӗсем тата ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем хушшинче çӗнсе илнӗ авторитет – вӑл ачаранпах вӗрентӳ ҫулӗ ҫинче хӑйӗн сукмакне хывнин, хӑйӗн ӗҫне вӗҫӗмсӗр юратнин кӑтартӑвӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев