Çул-йӗр правилисене пӗлетӗн-и?
Ачасене ҫул-йӗр правилисене вӗрентессине шкул ҫулне ҫитичченех пуҫламалла
Ҫулсем ҫинче автотранспорт шучӗ ӳсни, вӗсен хӑвӑртлӑх ритмӗ улшăнни, ҫул-йӗр юхăмӗ кунсерен нумайланса пыни çул-йӗр-транспорт аварийӗсем килсе тухас хăрушлăха вăйлатать.
Çавăнпа та çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхӗн специалисчӗсем Диана Мухаметшина, Мария Пустынина, районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов ку ыйту ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ҫулталӑк тӑршшӗпе шкул çулне çитичченхи тата пӗлӳ паракан учрежденисенче ҫавна май тӗрлӗ тематикӑллӑ тӗлпулусем, занятисем йӗркелеҫҫӗ. Специалистсем унта ҫул-йӗр правилисене вӗренес, ку енӗпе ачасен пӗлӳ шайне ӳстерессине кӑна мар, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парас ӑсталӑха алла илес, ҫулсем ҫинче килсе тухакан тӗрлӗ лару-тӑрура хăвна мӗнле тытмаллине вӗрентессине те тӗллеве хураҫҫӗ.
Специалистсем мероприятисенче ачасене портфельсем, тумсем ҫумне ҫирӗплетмелли фликерсем (ҫутта тавăракан элементсем) парнелеҫҫӗ, ҫутта тавăракан сулӑсем те параҫҫӗ. Каçхине ҫул ҫинче ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен çак сулӑсем пӗлтерӗшлӗ пулнине ачасене ӑнлантараҫҫӗ.
– Çак мероприятисене эпир ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле ирттерме тӑрӑшатпӑр, мӗншӗн тесен ашшӗ-амӑшӗн ҫул-йӗр правилисене вӗрентнӗ ҫӗрте тӗслӗх пулма тивӗçлӗ. Ачасене килте, урамра тата ытти мероприяти пулӑшнипе ҫул-йӗр правилисене майӗпен хӑнӑхтармалла. Ун чухне кӑна пирӗн ӗҫ кăтартуллă пулӗ, ҫул-йӗр паллисем вара пирӗн шанчӑклӑ пулӑшуҫӑ пулӗҫ, – тет обществӑлла хӑрушсӑрлӑх енӗпе ертсе пыракан специалист Мария Пустынина.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев