Аслӑ Аксу ялӗнчи «Ивушка» ача садӗнче ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикӑлама пулӑшакан мероприяти иртрӗ.
Мероприятие «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» учрежденийӗн Пӑва уйрӑмӗн специалисчӗ Диана Мухаметшина, ҫул-йӗр юхăмӗн общество хӑрушсӑрлӑхӗн ертсе пыракан специалисчӗ Мария Пустынина тата çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов йӗркелесе пычӗҫ.
Тӗп тӗллев ача садне çӳрекен ачасене, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене ҫул-йӗр правилисен енӗпе пӗлӳлӗхе ӳстерме явӑҫтарасси пулчӗ.
Нет комментариев