Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗçӗсене хисеплесе

Саламлатпăр!

Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Ҫӗпрел районӗн ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн производство пайӗн аслӑ специалисчӗ Талгать Закиевич Низаев, Алешкин-Саплӑк ял библиотекин-филиалӗн заведующийӗ Ирина Васильевна Артемьева Тутарстан Республикин «Хастарр ӗҫшӗн» медальпе, Ӗҫ ветеранӗ  Закирзян Акрамович Буркеев «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул» медальпе чысланчӗç.
 
                                      *    *    *
Кивӗ Чукал тӗп пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен Миляуша Рафаиловна Гафарова «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ», «Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн тракторист-машинисчӗ Мустаким Анварович Сафин «Тутарстан Республикин  тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх механизаторӗ», Ҫӗпрел районӗнчи «Таврапӗлӳ музейӗн» директорӗ Резида Масумовна Фаизова «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ», «Цильна» обществӑн автомеханикӗ Ильгиз Иршатович Шакуров «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ», Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин инфратытӑм аталанӑвӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Радик Рашитович Багаутдинов «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ», «Пăшăрхану» халăха социаллă пулăшу паракан центрăн ӗçченӗ Гульсина Мубаракшиновна Алимбекова «Тутарстан Республикин социаллӑ хӳтлӗх парассин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫрӗ.
 
                                       *    *    *
Кивӗ Йӗлмел ял клубӗн заведующийӗ Вера Петровна Родионова, «Пăшăрхану» халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн ӗҫченӗ Галина Владимировна Чамина Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тавне; 
Районти финанспа бюджет палатин ертӳçи Ильдар Альбертович Ракипов, Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фатыхович Фаткуллин Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн Председателӗн Тав ҫырӑвӗсене титвӗçлӗ пулчӗç.
  
                                       *    *    *
«Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ята вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ветеранне Валерий Васильевича Маркова пачӗç.
 
                                      *    *    *
Ентешӗмӗр, 11 хут Тутарстан чемпионӗ, инвалид-спортсменсем хушшинче алӑ вӑйӗ виçес енӗпе Европа чемпионачӗн бронза призерӗ тата Тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ Петр Николаевич Мускатинов «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул» асӑну медалӗпе парнеленчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев