Çӗршывӑмăрăн чăн- чӑн патриочӗ
Патриотизм
2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче, уйрăм мобилизаци пуҫлансан, районăмăрăн каччисене, ҫав шутра Ильгизар Якупова та, повестка килет.
«Пире ачаран патриотизм туйăмӗпе воспитани парса ӳстернӗ. Ҫарта вара, ҫак туйӑм тата та вӑйланчӗ. Пирӗнсӗр пуҫне çӗршывăмăра кам хӳтӗлӗ?», – тет ҫар ҫынни.
Ильгизар Якупов Кивӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, вӑл ачалăхри ӗмӗтне пурнӑҫлама Хусана каять. Хусанти авиаци институтне вӗренме кӗрет. Пурте лайăх пынă вăхăтра, вăл хӑйӗн пурнӑҫӗнче кӑра пӑрӑнӑҫ тӑвать. 2 курс пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫара каять, Челябинск облаҫӗнче Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçне пурнăçлать. Унтан таврӑнсан пӗлӗвне малалла тăсать, анчах нумайлӑха мар... Хӑй умне пысӑк тӗллевсем лартнӑ каччӑ, хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнать, харпӑр техникӑпа тиев служби йӗркелет. Паллах, аслă вӗренӳ çурчӗ иккӗмӗш планра юлать. Унтан ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланать, Ильгизар та унта район çыннисемпе, ентешӗсемпе пӗрле çавăнта çул тытать.
«Темиҫе эрне хушши «Казань Экспо»ра пурӑнтӑмӑр, ноябрьтен пуçласа вара, эпир ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче», – тет вӑл.
Хальхи вӑхӑтра Ильгизар килӗнче, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне илнӗ сурансем хыҫҫӑн, унӑн госпитальсенче вӑрӑм сиплев курсӗ иртме тӳрӗ килет.
Ятарлӑ ҫар операцийӗнче службăра тӑнӑ чухнехи хӑйӗн шухӑш-туйӑмӗсемпе паллаштарнӑ май: «Арҫын кирек мӗнле пулсан та вӑйлӑ пулма тивӗçлӗ. Унта кайма хӑрамарăм, анчах чи йывӑрри – туссене, юлташӗсене ҫухатасси пулчӗ. Ҫак самантра, Турра шанасси вăйланать, пурнӑҫăн пӗлтерӗшне, хакне ӑнланатӑн. Пурнăнма ҫывӑх ҫыннăмăрсем шăнкăравлани, ачасем ҫырса янă çырусем вăй паратчӗç», – тет вăл.
Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Жукова медальне те тивӗçлӗ пулать районăмăрăн çынни.
Ильгизар Якупов шăпа тӗрӗслевӗ умӗнче ҫухалса кайманни, пурнӑҫа юратни кашнинех ăмсантарать. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗ. Ҫакăн пек çирӗп ăс-тăнлă, вăйлă, паттăр ывӑлӗсем ҫине таянать, шанать Тӑван ҫӗршывăмăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев