Геройсем
Совет Союзӗн Геройӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тутар халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ – Аслă Чăнлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Исмагиль Хакимов çуралнăранпа 110 ҫул çитрӗ.
Ҫак ятпа районти Паттӑрсен Аллейинче митинг иртрӗ. Мероприятире районти ертӳçӗсем, Аслă Чăнлă ялӗн шкул коллективӗ, вӗренекенӗсем, техникумăн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. Мероприяти вӑхӑтӗнче унӑн пурнӑҫ тата ӗҫ ҫулӗ ҫинчен ӑшӑ асаилӳсем янӑрарӗҫ. Героя пӗр минут шӑп тӑрса аса илчӗç, бюст умне чечексем хучӗҫ.
Исмагиль Хакимов 1916 ҫулта, Аслă Чăнлă ялӗнче ҫуралнӑ, пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ. Вӑтӑрмӗш ҫулсенче вӗсен ҫемйи Бакуна куҫса каять. Исмагиль те ӳссе çитӗнсе, Каспире буксир капитанӗн пулӑшуҫи пулса ӗҫлеме пуçлать. 1939 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне каять. 1942 ҫулта ӑна вӑрҫа мобилизацилеççӗ. Батуми тата Новороссийск хулисен ҫыран хӳтӗлевӗнче, кайран тинӗс пехотинче тăрать. Ҫак хулашӑн пынӑ ҫапӑҫусенче йывӑр контузи пулать, ҫичӗ уйӑх госпитальте сипленет. Таганрога, Бердянска, Одессӑна, Херсона, Николаева, Мариуполе тата Венӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнать. Икӗ хутчен аманать, сипленнӗ хыҫҫӑн каллех фронта тухса каять. Австрири Вена хулине ирӗке кӑларнӑ чухне йывӑр контузи илет. Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн I степеньлӗ «Мухтав» орденӗпе, Ленин орденӗпе, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе наградӑланать, Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫлӗ пулать.
Çак ята ăна Николаев хулине тăшманран ирӗке кăларассишӗн пынă, хаяр ҫапӑҫусем хыҫҫӑн параççӗ. Командовани Николаев хулине штурмлама 68 тинӗс пехотинецӗнчен тӑракан десант ярать. Çак отряда чи хӑюллисене тата доброволецсене ҫеҫ илеҫҫӗ. Вӗсен хушшинче ентешӗмӗр Исмагиль Хакимов та пулать. 1944 ҫулхи август уйӑхӗнче аслӑ лейтенант Константин Ольшанский ертсе пыракан десант отрячӗ, пӗр систермесӗр порта кӗрсе, позици йышăнать.
Темиҫе талӑка тӑсӑлнӑ хаяр ҫапӑҫусем хыҫҫӑн фашистсен каялла чакма тивет. Мартӑн 28-мӗшӗнче ирхине Николаев хулине совет çарӗсем кӗрет, анчах ку вӑхӑт тӗлне ултӑ десантник ҫеҫ чӗрӗ юлать. Вӗсем – Мускав çыннисем Юрий Лисяцин, Ефим Павлов тата Николай Медведев, Ростоври Николай Щербаков, Тутарстанри Исмагиль Хакимов тата Николаеври Никита Гребенек. Пуç хунă 62 десантника хула скверӗнче пытараççӗ. Десантниксене пурне те Совет Союзӗн Геройӗн ятне параççӗ. Ку ята Хакимов 1945 ҫулхи апрелӗн 20-мӗшӗнче илет.
Вӑрҫӑ вӗçленсен, сывлӑхӗ хавшанӑран флота каяймасть, Хусана таврӑнать, чугун ҫул ҫинче прораб тата заводра моторист пулса ӗҫлет. Мӑшӑрӗпе (Апас районӗнчен) икӗ ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ.
1967 ҫулта Исмагиль Хакимов тӑван ялне – Аслă Чăнлăна таврӑнать, ял ҫыннисемпе тата район ертӳçисемпе тӗл пулать. 1986 ҫулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнче (70 ҫулта) вилет.
Аслă Чăнлă ялӗнче чи пысӑк урам Исмагиль Хакимов, çавӑн пекех, вӑтам шкул унӑн ячӗпе хисепленсе тăрать. Шкулта геройӑн пурнӑҫ ҫулӗпе паттӑрлӑхне кӑтартакан пысӑк стенд пур. Унта Николаеври хаяр вӑрҫӑ ҫинчен ӳкернӗ фильм та упранать. Паттӑрсен Аллейинче Геройăн бюсчӗ вырнаçнă.
Нет комментариев