Уявсем, уявсем
Пурнӑç урапи пĕр вырӑнта тӑмасть, вӑл кашни кун малалла та малалла шӑвать.
Кун хыççӑн кун, уйӑх хыççӑн уйӑх, çул хыççӑн çул, ĕмĕр хыççӑн ĕмĕр иртет. Акӑ, 2026 çулӑн «алӑкне» те уçрӑмӑр. Алешкин-Саплăк ялĕнчи «Теремок» ача садĕнче халь анчах Çĕнĕ çул чӑрӑшĕн уявне ирттернĕччĕ. Уява Хĕл Мучипе Юр пике, Баба Яга тата цыган пики хӑнана килнĕччĕ. Уявра хӑнасене ачасем хӑйсен пултарулӑхĕсемпе тĕлĕнтерчĕç: мĕн чухлĕ юрӑ-сӑвӑ вĕреннĕ, ташшисем, тумĕсем тата… Хĕл Мучипе Юр пике ачасемпе тĕрлĕрен вӑйӑсем выляса, хӑйсен ачалӑхĕсене аса илчĕç. Ачасемшĕн вара, çак уяв, çулталӑк тӑрӑшшĕпе аса илсе калаçмаллӑлах асĕсенче юлчĕ. Юлашкинчен шӑпӑрлансемшĕн чи савӑнӑçлӑ та хумхануллӑ вӑхӑт çитрĕ, ку вӑл, уяв хӑнисенчен парнесем туянасси пулчĕ.
* * *
2026 çула Хĕрлĕ Лаша çулĕ теççĕ. Чӑнах та, кунсем лаша уттипе мар, чуппипе иртеççĕ. Акӑ, январӗн 13-мĕш кунĕ, Кивĕлле Çĕнĕ çул та çитрĕ. Çак кун та, «Теремок» ача садĕнче, капӑрлатнӑ чӑрӑшпа пĕрле савӑнаçлӑ уяв пулса иртрĕ: чӑрӑша халалласа тĕрлĕрен юрӑсем шӑрантарчĕç, сӑвӑсем каларĕç. Воспитательсем ачасене мĕншĕн çак куна Кивĕлле Çĕнĕ çул тенине те ӑнлантарса хӑварчĕç. Ачасене кун пек пĕлтерӳ интереслентерчĕ, вĕсен умне тĕрлĕрен ыйтусем тухса тӑчĕç. Воспитательсем ыйтусем çине хурав пачĕç. Çакӑн пек уявсене йĕркелесе ирттерни ачасемшĕн питĕ усӑллӑ пулнине çирĕплетрĕ.
Галина Абязова, «Непоседы» ушкăнра ӗçлекен воспитатель.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев