Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чӗререн тав тăватăп

Пулăшу

Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗн вӗренекенӗсен аслă çулти çынсене пулăшасси –  шкул пурнăçӗн йӗркине çирӗп кӗрсе юлнă. Ачасем тӗрлӗ ӗçпе пулăшу кăтартаççӗ.

Çак çулăн январӗн 14-мӗшӗнче, пӗр кӗтмен çӗртен, уроксем хыççăн 5-мӗш класра вӗренекенсем, хăйсен класс ертӳçипе Надежда Владимировна Годуновапа пӗрле, пирӗн кил картишне кӗрсе тăчӗç. Аллисенче юр тăкмалли хатӗрсем. Килсе çитсенех ачасем килӗштерсе, питӗ тăрăшуллă картише юртан тасатма тытăнчӗç.

Кил картишӗнче ӗçлемеллӗх юрӗ пултăрччӗ тесе шутласа килнӗ тейӗн, юрӗ  чăнаха та нумайччӗ ӗнтӗ.

Ачасем тăрăшса, килӗштерсе ӗçлесе, часах ӗçе вӗçлерӗç. Çакă мана питӗ савăнтарчӗ, вӗсем хăйсен тунă ӗçӗпе хӗпӗртесе, савăнăçлă кăмăлӗсемпе килӗсене саланчӗç. 

Манăн çак ачасене, класс ертӳçине Н.В. Годунована, шкул директорне М.В.Аръяхована, ачасен ашшӗ-амăшӗсене чунтан тав сăмахӗ калас килет. Вӗсене пурне те ӗçре, вӗренӳре пысăк çитӗнӳсем, çирӗп сывлăх сунатăп.

Галина Кудрявцева, Чăваш Çӗпрел ялӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев