Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗçре те, юрăра та маттурсем

Пултаруллă çынсем

Çӗнӗ Упи ялӗнчи  ыр кăмăллă волонтерсем сетка çеç çыхмаççӗ, культура çурчӗнче иртекен концертсенче те хутшăнаççӗ. Нумаях пулмасть вӗсене сцена çинче курса савăнтăмăр. Кам-тăр   юрлас-ташлас енӗпе маттур, теприсем ал ӗçӗпе аппаланас енӗпе ăсталăх  кăтартаççӗ. Тивӗçлӗ канура пулин те чун киленӗçӗ тупаççӗ. 

Чи хастаррисем – Акă Ольга Сердцева, Валентина Савина, Зинаида Саймуллова – «Илем» фольклор ушкăнне кăмăлласа çӳреççӗ. Çăмрăксемпе пӗрле янравлă сассисемпе, юрăсем шăрантараççӗ, хӳхӗм ташă хусканăвӗсене пурнăçлаççӗ.

– Чун юрлас килнӗ чухне çӳресчӗ, çитӗнекен ăрăва авалхи йăлари юрăсемпе паллаштарасчӗ, – терӗç пӗр харăссăн. – Кичемленсе ларас килмест килте.

Ирина Ярзуткинан атлас хăйӗвӗнчен хатӗрленӗ тӗрлӗ картинисем, ҫекӗлпе ҫыхнӑ теттисем, юмахри сăнарсем пекех куçа илӗртеççӗ. Кашниех хăйне евӗрлӗ пулса тухнă.

– Ытларах хӗллехи каçсенче çыхатăп, хама та питӗ килӗшет, – терӗ Ирина Ярзуткина ӗçӗсемпе паллаштарса. – Чуна парса, хăвăн аллупа ӗçлени яланах çывăх.

Галина Ильина хутран пӗтӗрсе карçинккасем, тӗрлӗ калăпăшри савăтсем, арча ăсталать.

– Килте пӗртте те ахаль ларас килмест. Пушă вăхăт тупăнсанах, журналсенче тӗрлӗ япаласем тупса, усă курма тăрăшатăп, – тет Галина Спиридоновна. – Вăхăт  иртни те сисӗнмест. Алăсем те яланах хусканура. Тимлӗхе те ӳстерет. Хамăн ӗçӗмсенчен яланах киленӳ тупатăп. Ачасене, мăнуксене яла килсен кăтартатăп.

Концерта килнисем ялти ăстасен ӗçӗсем çине пăхса чылайччен  киленчӗç. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев