Чӗре ӑшшине хушса
Ырă ӗç
Хулаҫырми ялӗн ырӑ чӗреллӗ волонтерӗсем паянхи кун 60 ытла маскировка сетки ҫыхса, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ӑсатнӑ.
– Маскировка çыхас пуçару – ял тăрăхӗн пуçлăхӗн Марина Арифуллован пулчӗ. Маскировка сеткине çыхас ӗçе ялăн тăрăшуллă хӗрарăмӗсемпе арçыннисем: Антонина Романова, Людмила Нятюнова, Ольга Кизина, Зинаида Усмендеева, Анатолий Сеслюков, Александра Никонорова, Татьяна Хрисанова, Галина Удютова, Ольга Тихонова, Любовь Утина, Зинаида Иудина, Татьяна Виноходова, Галина Портнова, Людмила Портнова, Зинаида Храмова, Александр Изя, Марина Портнова, Татьяна Чугунова, Галина Федорова, Мария Бушуева, Зинаида Гордеева, Ольга Афанасьева, Зоя Гордеева, Любовь Лакушева, Ирина Каранкина, Галина Храмова, Нина Юркина, Анатолий Юркин хутшăнаççӗ, каркассене туса пама Захарпа Рамис Арифулловсем пулăшрӗç, – тет «Çӗнтерӳ сетки çыхатпăр» ушкӑнăн ертӳҫи Елена Кириллова.
Социаллӑ сетьсенче вӗсен хӑйсен ушкӑнӗсем пур, унта вӗсем мӗн пур хыпара вырнаҫтараҫҫӗ, тунӑ ӗҫсем ҫинчен отчет та тӑваҫҫӗ, кирлӗ пулсан ял çыннисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Маскировка сетки çыхакансенчен ытларахӑшӗсен çывăх çыннисем ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче службăра тӑраççӗ. Ҫавӑнпа та ҫак сăваплă ӗçӗсене чыслăх тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ, маскировка сеткине ҫыхнӑ чухне чӗрисен ӑшӑлӑхне те хушаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев