Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çӑлтӑрсем пулса ҫуталчӗҫ

Районта «Созвездие – Йолдызлык» фестивалӗн Гала-концерчӗ

Республикаăра ҫулран-ҫул анлăланса пыракан «Созвездие-Йолдызлык» фестивальте районăмăрти искусствӑна юратакан ачасем илемлӗ сӑмахсемпе сцена çине тухса, пысӑк çитӗнӳсем тӑваҫҫӗ.  

Фестивалӗн районти тапхӑрӗнче кӑҫал та ҫамрӑк талантсем музыка, ташă, илемлӗ сӑмах калас енӗпе хӑйсен ӑсталӑхӗсене кӑтартрӗҫ.

Муниципаллă тапхӑрта 200 ытла ача хутшӑнчӗ, 40 ытла пултарулӑх номерӗ сӗнчӗç.

Ҫак концерта курма килни кашни ачан пултарулӑхӗнчен тӗлӗнсе, хӑйсен ентешӗсемпе мăнаçланса ларчӗç. Çепӗç те уçă саслă хастар ачасем, правур, çивӗч чӗлхеллӗ каччăсемпе хӗрсем, ӑста ташӑҫӑсем çак кун сцена çинче чӑн-чӑн ҫӑлтӑрсем пулса ҫуталчӗҫ. Вӗсене  тивӗçлипе алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ, район ертӳçисенчен тав сӑмахӗсемпе ырӑ сунӑмсем илтрӗҫ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров малашне те пысăк ҫӗнтерӳсем тума чун-чӗререн ырă сунăмӗсене пӗлтерчӗ.

– «Созвездие – Йолдызлык» фестивале хутшӑнса, хӑйсен ӑсталӑхӗсене кӑтартнӑ ачасене, вӗсен ертӳҫисене, ашшӗ-амӑшӗсене пурне те  пысӑк тав. «Созвездие – Йолдызлык» фестиваль кашни ачашӑн пысӑк майсем уҫать, – терӗ Марат Ринатович.

Каҫӑн кульминацийӗ – парнелемелли мероприяти пулчӗ. Район тапхӑрӗнче «Хореографи», «Вокал» тата «Конферанс» номинацисенче ҫӗнтерӳçӗсем, лауреатсем пулнă май парнесем илчӗç. Чи лайӑх номерсем муниципалитет чысне мартăн 29-мӗшӗсенче Апастовӑра иртекен фестивалӗн зона тапхӑрӗнче хӳтӗлӗç.

Справка
«Созвездие – Йолдызлык» фестиваль ЮНЕСКО ӗҫӗсен енӗпе РФ комиссийӗн хӳттипе  иртет тата Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов патронажӗпе иртет. Кӑҫал ӑна 26-мӗш хут йӗркелеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев