Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗçленӗ, тăрăшнă, малалла талпăннă

«Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ – хусканура, позитивлă пулнинче», тет ветеран

Чăваш Шемӗршел ялӗнче пурăнакан Галина Петровна Васильевана 97 çул тултарнă ятпа чысларӗç. Ҫак паллӑ кун унӑн килӗнче халӑх уйрӑмах йышлӑ пулчӗ.

Ӑна саламлама хисеплӗ хӑнасем район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн представителӗ Гузель Заббарова килнӗччӗ. Хӑнасем нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата ҫирӗплӗхӗшӗн Галина Петровнана тав турӗç, çуралнă кунӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путинăн саламлă çырăвне, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн асӑнмалӑх парнине, чечек çыххи пачӗç, ҫирӗп сывлӑх, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗç.

Галина Петровнан шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӑл 1929 ҫулта ҫут тӗнчене килет, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуçланнă чухне 12 ҫулта çеç пулнă. Ашшӗ фронтра, Галина вара тӑван колхозӗнче ӗҫлеме пуҫлать, тылра ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшать. Унӑн ӗҫ стажӗ те – 38 ҫул, çавăн виҫ теҫетке ҫулне вӑл Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи больницăра санитарка пулса ӗҫлет.

Аслă çулсенче пулсан  та, Галина Петровна ӑс-тӑнӗн тӗлӗнмелле уçăмлăхне, оптимизмне упрать. Хӑнасемпе калаҫнӑ чухне вăл хальхи пурнӑҫ ӑна ачалăхӗпе ҫамрӑклăхне тӳрӗ килнӗ тапхăртан чылай ҫӑмӑлрах та савăнăçлăрах пек туйӑннине те палăртрӗ.
«Чи кирли – кулянмалла мар, тӗнче çине яланах ăшă кулӑпа пӑхмалла», –  тесе хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарчӗ çуралнă кунӗн уявӗнче.

Галина Петровна халӗ те ӗҫсӗр лармасть, тӑрӑшать. Вӑл шанать: вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ – ялан хусканура. Халӗ те вӑл хуҫалӑхра пулӑшма тӑрӑшать.

Ӗç ветеранӗ пысӑк ҫемьен, тимлӗхӗнче пурăнать. Вӑл пӑхса ӳстернӗ виҫӗ ача – унӑн тӗп тӗрекӗ. Ачисемпе мӑнукӗсем час-часах тӑван килне таврӑнаҫҫӗ, амӑшне асламăшне савăнтараççӗ. Хальхи вăхăтра Галина Петровна ывӑлӗпе Дмитрийпе тата кинӗпе Людмилапа пурӑнать, унта ăна хӑйне телейлӗ туйма пур услови те пур.
Ҫак уяв пӗр ҫемье уявӗ кӑна мар, пӗтӗм ялшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑчӗ, районăмăрăн историне хӑйсен ӗҫӗпе йӗркеленӗ ҫынсене хаклани, упрани мӗн тери кирлине аса илтерчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев