Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Цитрус ҫимӗҫӗсем вируссенчен сыхлаҫҫӗ

Сывлăх

Врачсем каланӑ тӑрӑх, сывӑ ҫынна талӑкне 400 грама яхӑн улма-ҫырла, пахчаҫимӗҫ ҫиме сӗнеҫҫӗ.

Хӗвел ӑшши, витамин çитмен, вируссем вăраннă вӑхӑтра цитрус ҫимӗҫӗсен кирлӗлӗхӗ тӑрук ӳсет.

Пирӗнтен нумайӑшӗ, чир-чӗртен сыхланассишӗн ытларах лимона кӑмӑллать. Медицина ӗçченӗсем каланӑ тӑрӑх, цитрус ҫимӗҫсем хушшинче иммунитета ҫирӗплетме чи усӑлли, С витаминпа, калипе тата магнипе пуян пулнă – помело. Иккӗмӗш вырӑнта — грейпфрут, виҫҫӗмӗшӗнче – апельсин. С витаминӑн талӑкри кирлӗлӗхне туллилетме помелон чӗрӗк пайӗ те çитсен, пысӑк грейпфрутӑн ҫурри тата пӗр пысӑк апельсин кирлӗ. Лимонпа мандаринра вара, çак витамин сахалрах.

Мандарин – фоли йӳҫекӗпе чи пуян ҫимӗҫ, чӗре, юн тымарӗсене, нерв системине  ӗҫлеме кирлӗ.

Врачсем каланӑ тӑрӑх, сывӑ ҫынна талӑкне 400 грама яхӑн улма-ҫырла, пахчаҫимӗҫ кирлӗ. Вӗсенчен ҫурри, урӑхла каласан 200 грама яхӑн, цитрус ҫимӗҫӗсем пулма пултараҫҫӗ. Ҫимӗҫе выҫӑ хырӑмпа ҫимелле тесе шухӑшлаҫҫӗ, унсӑрӑн клетчаткăна йышăнманнипе йӳҫӗтес ӗҫ пуҫланӗ. Анчах ку тӗрӗс мар. Сывӑ организмра пурне те ирӗлтерме пулӑшакан ферментсем тупăнаççӗ. Апла пулин те, вар-хырӑм пӑсӑлнипе аптӑракансене выҫӑ хырӑмла цитрус ҫимӗҫӗсене ҫиме сӗнмеҫҫӗ. Вар-хырӑм тата вуник пумӑклӑ пыршӑ лӑймака сийӗн чирӗ ҫивӗчленнӗ тапхӑрта вара,  ӑна пачах ҫиме сӗнмеҫҫӗ.

Цитрус ҫимӗҫӗсене суйламалли вӑрттӑнлӑхсем пирки калас пулсан, темиҫе палла палӑртмалла. Ҫимӗҫ ывӑҫ тупанӗ ҫине хурсан мӗн чухлӗ йывӑртарах пек туйӑнать, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах. Пиҫсе ҫитнӗ, тутлӑ, эппин. Унсӑр пуҫне пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫсен хуппи ҫемҫерех, кӑпӑшка пулать,çимӗçӗнчен ҫӑмӑлрах уйрӑлать.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев