Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çирӗп чунлă ял ӗçченӗ

Юбиляр

Аслă Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Рафаэль Латыпович Шараевӑн ӗҫ стажӗ 50 ҫула яхӑн.

Рафаэль Латыпович 1946 ҫулта Аслă Чăнлă ялӗнче ҫут тӗнчене килет. Ҫак кунсенче вӑл хӑйӗн 80 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Ачалӑхӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсене тӳрӗ килнӗ Рафаэль Латыповича, паллах, ҫӑмӑл пулман. Ҫитменнине, икӗ ачине пӑрахса, ашшӗ те ҫемьерен тухса каять. Вӗсен ҫав ҫулсенче тăраниччен çиме çăкăрӗ те, тăхăнма тумтирӗ те пулман. 

Рафаэль  Латыпович шкулӑн ҫичӗ класне пӗтернӗ хыҫҫӑн, ӗҫе пуҫӑнма тивет. Вӑл фермӑра лашапа ӗҫлеме тытӑнать. Унтан ҫарта службăра тӑрать. Ҫар службине вӑл Саратовра иртет. Ҫав тапхӑрта шофера вӗренет, ҫар службине те шофер пулса пурнăçлать. Салтакран тăван ялне таврӑнсан ҫамрӑк качча «ГАЗ-51» колхоз машинине шанса параççӗ. Каярах «ЗИЛ» çине куҫать. 

– Ӗҫрен нихӑҫан та хӑраман, мӗн хушнине пурне те пурнӑҫланӑ, выльăх апатне те, сахӑр чӗкӗнтӗрне те турттарма тивнӗ. Ҫав ҫулсенче эпӗ Ульяновскран кунне икшер рейс тăваттăм, – тет Рафаэль Латыпович иртнине аса илсе.

Мӑшӑрӗ Сания аппа колхозра доярка пулса, малти вырӑнсене йышӑнса пырать. Шараевсем 60 çул пӗрле килӗштерсе пурăнаççӗ, тӑватӑ ача пăхса ӳстереççӗ. Паян хӗрӗ Гулюса  – врач, ывӑлӗ Марат – шофер, Айрат заводра ӗҫлет, Мускавра пурӑнать. Вӗсен ывӑлӗ Фирдус вара Хусанта тӗпленнӗ. Шараевсем хӑйсен ачисем ҫемьеллӗ пулнишӗн, мӑнукӗсем çитӗнсе пынишӗн савӑнса пурăнаççӗ. 

Рафаэль Латыповичăн  ӗҫ стажӗ – 46 ҫул, ӗҫ ветеранӗ,  ăна ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин Хисеп грамотисемпе темиҫе хутчен те чысланӑ, малта пыракансен районти слечӗсенче хутшӑнать, ăна Сабантуй лаптăкне чӗнсе кăларса та парнелеççӗ.

Рафаэль Латыповича 80 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама унӑн тусӗсем, ял ҫыннисем, Аслă Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов, районти ветерансен совечӗн ертӳҫин ҫумӗ Рустам Хамидуллин та килнӗччӗ, нумай парне, саламлă ҫырусем пачӗҫ. Рустам Хамидуллин юбиляра ТР Агропромышленность ветеранӗсен советӗнчен, районти ветерансен советӗнчен те саламлӑ ҫырусем пачӗ, ҫемье телейӗ, ачисенчен тимлӗх, сывӑ та вӑрӑм ӗмӗр сунчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев