Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Цильна» обществӑран Марина Калмыкова ҫӗнтернӗ

Ӗнер. Паян. Ыран

Мензеле районӗнче машинӑпа сӑвакан операторсен республикăри 52-мӗш конкурсӗ иртрӗ. 

Конкурсра машинӑпа сӑвакан чи лайӑх операторсем — 41 дояркӑпа 1 арҫын дояр, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен консультантсем тупӑшнӑ. 

Ӑмӑрту темиҫе тапхӑрпа иртнӗ, унта дояркӑсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлама кирлӗ теори заданийӗсем тата практика хӑнӑхӑвӗсем пулнă. 

Унта хутшӑнакансем хальхи вăхăтри оборудованипе ăста усӑ курма пӗлнине кӑна мар, зоотехникăпа ветеринари енӗпе пӗлӗвӗсене те кӑтартса панă. Сӗт пахалӑхӗпе санитари нормисем çине ытларах тимлӗх уйӑрнă.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн районти «Цильна» обществӑри Марина Калмыкова «Ӗнесен чи пысӑк продуктивлӑхӗ» номинацире ҫӗнтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев