Çил тĕнчинче
Поэзи
Çил ачисем вылярĕç каçхине,
Шăлса пуçтарчĕç юр пĕрчисене.
Хăш-пĕр ӳнерçисем пикенсе,
Тĕрлерĕç эрешсем кантăк çине.
Силлерĕç аслисем йывăçсене,
Хушрĕç ваттисем çамрăксене:
– Кайса хускатăр пĕчĕк капансене,
Кĕрсе тухăр кăмака мăрьисене.
Шăхăрчĕç çил ачисем мăрьесенчен,
Алăка тĕксе пăхрĕç ӳркенменнисем.
Кантăкран вăрттăн сăнарĕç хăшĕсем,
Пӳрт кĕтесне кăтăкларĕç матуррисем.
Чупрĕç вайлисем чарăнмасăр уй-хирте,
Ывăнмасăр анса хăпарчĕç çырма-çатрасене.
Купаласа хучĕç айлăма юр пуххине,
Илемлетрĕç ĕçĕпе çут тĕнчене.
Акă, аслă çилĕ йыхăрчĕ пĕрне:
– Куратна эсĕ çав çурт картишне?
Тултар пĕр шеллемесĕр шур юрпа,
Çынсем ан вырччĕр кунĕпе пӳртре.
– Еçлетчĕр, – терĕ сухалне тытса,
– Ахаль те ухмаха тухаççĕ ĕç çукпа.
Лараççĕ вĕтти-ватти телефон шăлса,
Выляма пĕлмеççĕ уçă сывлăшра.
Каларĕ вăл тата пуçне хыçса:
– Ĕлĕк аванччĕ çын ачипе ăмăртса чупма.
Çырмана анатчĕç ярăнма çунашкапа,
Ача-пăча сасси янратчĕ хăлхара.
Ши! Шăхăрчĕ аслă çилĕ йыхăрса,
Таврари ачисене васкавлăн пуçтарса:
– Çитет пулĕ, ачасем, паянлăха,
Вай-халсене упрар малашлăха.
Петр Мулеев, воин-интернационалист, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев