Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чи пахи – çынсем сывлӑхлă пулни

Районти сывлӑх сыхлав системин иртнӗ çулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗç

Медицина совечӗ Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Гузалия Закариева тата район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑннипе иртрӗ.

Цифрӑсемпе фактсем

Тӗп докладпа тӗп врач Иосиф Кукушкин тухса калаҫрӗ. Вӑл районти тӗп больницӑн ӗҫ коллективӗн ӗҫ-хӗлне тӗплӗн анализ турӗ, ӗҫӗн тӗп ҫитӗнӗвӗсемпе ҫул-йӗрӗсене, «Сывлӑх», «Демографи» наци проекчӗсене тата районти «Сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш звенине модернизацилесси» регион программине пурнӑҫа кӗртессин пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухрӗ.
Тӗп врач фельдшерпа акушер пункчӗсен ӗҫне уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗ, вӗсене 10 403 ҫынна ҫирӗплетнине палӑртнӑ. Ку ял халӑхӗн 66,2 проценчӗ.

– Врачсен бригадисем тухса ҫӳресе, 5 593 пациента йышӑннӑ, 4 516 ял ҫыннине диспансеризаци ирттернӗ, ҫавна пула 185 тӗрлӗ чир тупса палӑртнӑ. Районта 19 модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлет, – тесе палӑртса иртрӗ Иосиф Кукушкин.

Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем районта малти вырăнсене илсе тăраççӗ, вӗсемсӗр пуҫне сахӑр диабечӗ, онкологи чирӗсем те палӑраҫҫӗ.  Ҫулталӑк тӑршшӗпе чирсене тупса палӑртас тӗллевпе 208 232 лаборатори тӗпчевӗ ирттернӗ. Ача ҫуратакансен, ҫавӑн пекех тин ҫуралнӑ ачасен хушшинче вилӗм тӗслӗхӗсем пулманни савӑнтарать.

Тӗп врач алкогольлӗ шӗвекпе усӑ куракансем ҫинчен те, вӗсене сиплес енӗпе тунӑ ӗҫсем ҫинчен те калаçрӗ. Паянхи куна районти тӗп больницӑра алкоголизмпа чирлисене сиплеме май пур, унпа 142 ҫын усӑ курнӑ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене медицина пулӑшӑвӗ парасси районти тӗп больницӑри врачсен ӗҫӗн приоритетлӑ ҫул-йӗрӗ пулса шутланать. Иртнӗ çул 75 ҫар ҫыннине медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Районти тӗп больницăра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен 10 çывăх çынни ӗҫлет.

Тӗп тӗллевсем

2026 ҫулхи тӗп тӗллевсем хушшинче Иосиф Кукушкин профилактика ӗҫне тата диспансер тишкерӗвне вӑйлатассине, медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерессине, тӗллевлӗ направленисемпе вӗренекен специалистсене каялла тавӑрассине, ҫавна май кадр ыйтӑвне татса парассине асӑнса иртрӗ.

Канашлу вӑхӑтӗнче тӗп врач ҫумӗсем Виталий Тяхинпа Ильназ Алимов тухса калаҫнине те итлерӗҫ.

Тӗлпулӑва малалла тӑснӑ май, ТР Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Гузалия Закариева врачсене, медицина сестрисене тата больница ӗҫченӗсене ырми-канми ӗҫленӗшӗн, професси ӑсталӑхӗшӗн тата хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑшӑн тав турӗ.

– Чи пахи – профилактика мероприятийӗсене пахалӑхлӑ пурнӑҫласси. Ку ӗҫ – питӗ кӑткӑс та яваплӑ, професси ӑсталӑхӗн, пӗлӗвӗн тата пахалӑхӗн шайне ялан ӳстерме хушать, – терӗ Гузалия Закариева кӑҫалхи ӗҫ планӗсене палӑртса иртсе.

ТР Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ каланӑ тӑрӑх, сывлӑх сыхлавӗн системинче те цифровизаци вӑй илсе пырать. «Малашне телемедицина пулӑшӑвӗсемпе усӑ курассине шута илнӗ. Ҫакӑ, хӑй енчен, чирлисене медицина пулӑшӑвӗ илме майсем туса парӗ», – терӗ вӑл.

«Сывлӑх сыхлавӗ –  вăл пуринчен те малтан ҫынсем. Пирӗн тӗллев –медицина ӗҫченӗсем тухӑҫлӑ ӗҫлекен, районта пурӑнакансем пахалӑхлӑ тата меллӗ медицина пулӑшӑвӗ илме пултаракан условисем туса парасси», – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров медицина ӗҫченӗсене ӗҫӗсемшӗн тав туса.

Медицина совечӗ вӗҫленнӗ май, Ҫӗпрел районӗн тӗп больницин ӗҫченӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата районти сывлӑх сыхлавӗн системине аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн наградӑсем пачӗç.

Справка
Паянхи куна районти тӗп больницăра 42 врач тата вӑтам медицина пӗлӗвӗ пулнă 193 специалист ӗҫлет. «Земский доктор / фельдшер» программӑна пула кӑҫал пӗр врач-терапевта тата виҫӗ фельдшера явӑҫтарнӑ.
Персоналӑн вӑтам ӳсӗмӗ – 43 ҫул, врачсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ вара – 10 пин ҫын пуҫне – 18,2. Çав хушӑрах участок терапевчӗ, инфекционист тата травматолог, ҫавӑн пекех, психолог енӗпе вакансисен кирлӗлӗхӗ сыхланса юлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев