Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Чи пахи – ҫар ҫыннисен пурнӑҫне сыхласа хӑварасси»

Патриотизм

«Маншӑн чи пысӑк награда – ҫар ҫыннисен тӳрленнӗ суранӗсем, вӗсем ура ҫине тӑни. Минутсем, ҫеккунтсем татса панă вăхăтра, чунра ҫак шухӑшсем ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ». Çак сӑмахсем ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче пысӑк ӗç пурнăçлакан районти тӗп больницăн врач-травматологӗн  Сингх Раджеш Кумарӑн.

Нумаях пулмасть, район ҫынни тӑван тӑрӑхра кӗске вӑхӑтлӑх отпускра пулчӗ. Канмалли кунсем професси уявӗпе – Медицина ӗҫченӗн кунӗпе те тӳрӗ килчӗç. Сингх Раджеш Кумар та çак мероприятире  хутшӑнчӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ăна Хисеп грамоти пачӗ. 

Тепӗр тесен, ентешӗн кӑкӑрне ятарлӑ ҫар операцийӗнчи тӑрӑшуллă службишӗн РФ Оборона министерствинчен командирсем панӑ сахал мар наградӑсем те илем кӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть вара, вăл РФ Оборона министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.
Кӗске вӑхӑтлӑх отпускӗ вӑхӑтӗнче, Сингх Раджеш Кумартан, паллах, унта мӗн пулса иртни, хăйӗн служби ҫинчен  ыйтса пӗлес терӗмӗр. Вӑл пирӗн редакцийӗн хисеплӗ хӑни пулчӗ.

– Сингх Раджеш Кумар, эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ, эсир халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче икӗ ҫул ытла çар çыннисен пурнӑҫне ҫӑлассишӗн кӗрешетӗр. Унта каяссине мӗнле йышӑнтӑр тата ҫакна ҫывӑх ҫыннӑрсем мӗнле йышӑнчӗҫ?

– Чи малтанах, эпӗ Гиппократа тупа тунӑ врач.  Ҫапла вара, маншӑн чи малтанхи тивӗç – ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварасси пулса тăрать. Паллах, ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан унта каяс кӑмӑл çирӗп пулчӗ. Инҫетри Индире пурӑнакан аттепе анне те ӗмӗрхи врачсем, вӗсем манӑн шухӑша ырларӗҫ. Паллах, пăшăрханаççӗ, манӑн ҫемье те хуйхăрать... Анчах, каларӑм ӗнтӗ, эпӗ – врач, манӑн унта пулмалла.

– Унти условисенче ӗҫе пуçăнма йывӑр пулмарӗ-и,  операцисен шучӗ мӗн чухлӗ?

– Ҫын пурне те хӑнӑхать, ятарлӑ ҫар операцине те яланхи пулӑм пек пӑхма тытӑнатӑн. Паллах, больницӑри условийӗсем мар, йӑлтах урӑхла... Анчах, каларӑм ӗнтӗ, чи пахи – ҫар ҫыннин пурнӑҫне сыхласа хӑварасси. Кунне вуннӑ ытла операци пулать, анчах вӗсене яланах пӗрремӗш хут тунӑ пек тӑватăн.

– Лӑпкӑ пурнӑҫа таврӑннӑ хыҫҫӑн – ӗмӗтӗрсем...

– Ятарлӑ ҫар операцийӗ вӑл – чӑн-чӑн пурнӑҫ шкулӗ тата хăвна ху çирӗппӗн тӗрӗслени. Эпӗ питӗ кирлӗ япаласене вӗрентӗм. Чи малтанах, ку – яваплӑхпа чӑтӑмлӑх. Çакна ӑнланатӑн: саншăн никам та ӗҫлемӗ тата ҫакна вӗҫне ҫитичченех тума тивӗ. Хӑвна тата хӑвăн вӑйна шанни, врач ӗҫӗнче ҫакӑ – питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тата эпӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗсене, мирлӗ пурнӑҫра ялан тенӗ пекех шута илӗнмен питӗ ансат япаласене хаклама вӗрентӗм. 

Манăн хама мирлӗ пурнӑҫра ҫухатас марччӗ тата ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчи пекех усӑллӑ пулса юласчӗ. Чи пахи – таврӑнасси, унта вара, вӑхӑт кӑтартӗ. 

– Калаҫăвăршăн тавтапуҫ!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев