Чи лайӑх хоккей командисем палӑрчӗҫ
Спорт
Районти организацисемпе учрежденисен хоккей командисем хушшинче турнир иртрӗ.
Мероприятие районти тӗрлӗ организаци представителӗсене пӗрлештернӗ командӑсем хутшӑнчӗҫ. Вӑйӑ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх район администрацийӗн «Дружба» команди 1-мӗш вырӑн йышӑнса, турнирăн кубокне тивӗҫрӗ. Районти спорт шкулӗн команди 2-мӗш вырӑна йышӑнчӗ, «Силовики» команда 3-мӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ.
Ҫавӑн пекех, турнирӑн чи лайӑх выляканӗсене те палӑртрӗç. Руслан Мресова «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» (спорт шкулӗн команди), Даниф Шарафутдинова – «Чи лайӑх тапӑнакан» («Дуслык» команда), Ильфат Замалетдинова «Чи лайӑх хапхаҫӑ» («Силовики» команда) тесе йышӑнчӗç.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов призлӑ вырӑнсем йышӑннӑ командӑсене ҫӗнтерӳпе саламларӗ, районта хоккей вăййине популярлă тунăшăн хоккеистсене тата вăй парса тăракансене тав турӗ, грамотӑсемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗ.
Турнир шайбăллă хокей енӗпе федераци ертӳçи Васил Салахов спонсор пулăшăвӗ панипе иртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев