Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чи лайӑх вӗрентекенсем

«Раҫҫейӗн ҫулталӑк вӗрентекенӗ», «Тутар чӗлхипе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ» конкурссене пӗтӗмлетрӗҫ

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче «Раççейӗн вӗрентекенӗ –2025-2026» конкурсӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Тутар чӗлхипе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ» конкурсӑн регионти тапхӑрӗн муниципаллӑ турӗ иртрӗ.

Конкурссене районти тӗрлӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенчен 9 педагог: 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Надежда Яковлева, Чӑваш Çӗпрел вăтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Наталья Гаврилова, Хулаҫырми вăтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Елена Большакова, Марс вăтам шкулӗнче биологи вӗрентекенӗ Гульнара Якупова, Кивӗ Шемӗршел вăтам шкулӗнче биологи вӗрентекенӗ Зульфия Бикчурова; тутар чӗлхипе литературине вӗрентекенсем: Кивӗ Кахăрлă вăтам шкулӗнчен Галия Аббазова, Аслă Чăнлă вăтам шкулӗнчен Ильсияр Халиуллова, Алешкин-Саплӑк вăтам шкулӗнчен Гульфия Исхакова тата 1-мӗш номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнчен Алсу Шарапова хутшӑнчӗç.

Ҫулсерен ирттерекен професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ темиҫе уйӑха тӑсӑлчӗ: пӗрремӗш тур – шкул турӗ пулчӗ. Ку тура районти мӗнпур шкулсенче те ирттерчӗç, ун хыҫҫӑн куст конкурсӗсем йӗркелерӗç. Хӑйсен кустӗнчи ҫӗнтерӳҫӗсем муниципаллă тапхӑрта тупӑшрӗç. Муниципаллă тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем вара конкурсӑн зонӑри турӗнче район чысне хӳтӗлӗç.

Конкурсӑн муни-ципаллӑ тапхӑрӗнче вӗрентекенсем уҫӑ уроксем, мастер-класӗсем, «Педагогическое интервью» конкурс тӗрӗслевӗсем ирттерчӗҫ. Хут-шӑнакансен комму-никативлӑ культурăна, пӗр-пӗрне итлеме пӗлнине, конструктивлӑ диалог тума пултарнине, мобильлӗ пулнине кӑтартмаллаччӗ. Ӑсталӑх класӗсем ирттермелли темӑсене вӗрентекенсем-конкурсантсем хӑйсем суйларӗç, «Педагогическое интервью» номинацире вара билетсем тăрăх хуравларӗç. Палӑртмалла: конкурс вӑхӑтӗнче пур хутшӑнакан та заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫларӗ.

Конкурсăн пӗтӗмлетӳ мероприятийӗнче   ра-йонти çутӗç пайӗн на-чальникӗ Газинур Халиуллов, Пӗтӗм Раççейри çутӗç профсоюзӗн Ҫӗпрелӗнчи территориаллă орга-низацийӗн ертӳçи Лилия Каримова, вӗрентекенсем, жюри членӗсем хутшăнчӗç.

«Тутар чӗлхипе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн регионти тапхӑрӗн муниципаллӑ турӗнче 1-мӗш вырӑна Алсу Шарапова çӗнсе илчӗ, 2-мӗш вырӑна – Гулия Аббазова, 3-мӗш вырӑн – Ильсияр Халиуллова тата Гульфия Исхакова йышăнчӗç.

«Раҫҫейӗн ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2025-2026» Пӗтӗм Раҫҫейри професси ӑсталӑхӗн конкурсӗн муниципаллӑ тапхӑрӗнче 3 вырӑна Наталья Гаврилова, Елена Большакова тата Надежда Яковлева çӗнсе илчӗç. 2-мӗш вырӑна Гулия Якупова тухрӗ.

Зульфия Бикчурова вара, конкурсăн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ.

Призерсене пурне те дипломсем, сертификатсем, чечексем тата парнесем пачӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев