Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чи ăста «Автоледи» – Вероника Айсина!

ГИБДД

Юлашки ҫулсенче автотранспорт çӳретекен хӗрарӑмсен шучӗ ӳссе кăна пырать.

Районта хӗрарӑмсен хушшинче «Автоледи – 2026» конкурс ирттерчӗç. Кӑҫалхи конкурса автоинспекцийӗн 90 ҫулне халалланӑччӗ. 
Хӗрарӑмсен автомобильпе ҫӳрес ӑсталӑхне, ҫул-йӗр правилисене пӗлнине хаклакан кӑҫалхи конкурса пилӗк хӗрарӑм хутшӑнчӗ.
Конкурса ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнас, ҫул-йӗр культурине йӗркелес, хӗрарӑмсем хутшӑннипе ҫул ҫинчи инкексене сирес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

«Автоледи» конкурс икӗ тапхӑрпа иртрӗ. Малтан конкурсра хутшăнакансем районти отрасль технологийӗсен техникумӗн вӗренӳпе вӗрентӳ центрӗнче компьютерпа ҫул-йӗр правилисене мӗнле шайра пӗлнине уçăмлакан тест ыйтăвӗсене хуравларӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑр автодром территорийӗнче иртрӗ. Унта автомобиле фигурăллă ҫӳретес енӗпе ӑсталӑха кӑтартрӗҫ, палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне тест комплексӗн хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫларӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансене ГИБДД ӗҫченӗсем тата ҫул-йӗр пайӗн представителӗсем хакларӗç. Ҫапла вара, пилӗк ҫын хушшинчен виҫӗ призлӑ вырӑн палӑртрӗç. 

«Автоледи-2026» конкурсра Вероника Айсина ҫӗнтерчӗ. 2 тата 3-мӗш вырӑнсене Светлана Михайловапа Альбина Зяббарова пайларӗҫ. Александра Яковлевапа Аделия Мусина хутшӑнакансен сертификачӗсене илчӗç.

– Шкулта вӗреннӗ чухнех эпӗ машина çӳретекенсем çине интересленсе пӑхаттӑм. Водитель удостоверенине темиҫе ҫул каялла илтӗм, унтанпа машинăпа çӳретӗп. Ҫапах та «Автоледи» конкурса пӗрремӗш хут кăна-ха хутшӑнатӑп, – терӗ Аделия Мусина. – Маншӑн хальлӗхе ку опыт илни пулчӗ. Ӗмӗтӗм – малашне ҫак конкурсăн ҫӗнтерӳҫи пуласси!

Ҫӗнтерӳҫӗ Хусанта иртекен республика конкурсӗнче Çӗпрел чысне хӳтӗлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев