Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чей ӗçесчӗ пылпала…

Кӗрхи каникула усăллă та интереслӗ, пушă вăхăта хаваслă ирттерме тăрăшасси хамăртан килет.

Çак кунсенче  П.В.Дементьев музейӗнче «Ăшă çурт» приютри ачасем валли «Чей ӗçессин йăла-йӗркисем» темăпа музейри урокӗ иртрӗ.

Пăсланакан сăмавар тавра  хутшӑнакансем вырӑссен йӑли-йӗркипе, чей историйӗн уйрӑмлӑхӗсемпе тата йӑлисемпе паллашрӗҫ. «Килте чей ӗҫес йӑла ӑҫтан пуҫланса кайнӑ? Раҫҫее пӗрремӗш хут чей мӗнле тата хӑҫан лекнӗ? Хӑш ҫӗршыв чейӗн тӑван ҫӗршывӗ? Вырӑс чейӗн уйрӑмлӑхӗсем мӗнле? Чейе мӗнле тӗрӗс вӗретсе ӗҫмелле? Мӗнле чей ӗҫмелле-ха?» Ку ыйтусене мероприятие ҫитсе, ыйтусен хуравӗн пӗчӗк пайӗпе паллашрӗç.

Тата мӑн асаннесем курӑк чейӗ мӗнле пăшăхласа хатӗрленипе, чей вӗретмелли  йӗркесемпе, хӑнасем валли сӗтел ҫине епле лартса панипе паллашрӗҫ. Чей пирки  ваттисен сăмахӗсем, калăрăшӗсем мӗн чухлӗ? Тӗрлӗ сиплӗ курăкран чейсем хатӗрлемеллипе те паллашрӗç.

Сăмавар умӗнче чей ӗçсе ларни сыватать, чуна кантарать,  савăнăç парнелет çес мар, чун-чӗререн тухакан калаҫусене те йӗркелет.

Ачасем пылак çимесемпе сăйланса, вӗри те тӗхӗмлӗ чей ӗçнӗ хыççăн,  «кил хуçисене» кăмăллăн тав сăмахӗсем каласа саланчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев