Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чечеклен, аталан Упи ен

Упи ҫӗрӗ пултарулӑх ӑстисемпе пуян

Мартӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Упи  ялӗн Культура ҫурчӗн сцени ҫинче илемлӗ пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ иртрӗ.           Ку ҫулти район шайӗнче иртекен смотр-фестиваль «Талантсен пӗрлӗхӗ» ятпа иртет. Кӑҫал фестивале Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанра – Çарпа ӗç мухтавӗн çулталăкне  халалланӑ.

Концертра курма килекенсем малтанласа фойере йӗркеленӗ ал ӑстисен куравӗпе паллашрӗҫ. Ирина Ярзуткина, Галина Ильина тивӗҫлӗ канура пулсан та, килте пӗртте ахаль лармаҫҫӗ. Тӗрлӗ енлӗ ӗҫпе киленсе алӗҫӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ҫаплах ырӑ чӗреллӗ волонтерсен ӗҫне сӑн ӳкӗрчексенче курма май пулчӗ.

Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин курма килекенсене саламлӑ сӑмах каларӗ, кӑмӑллӑ канма сунчӗ.
Концерт программине хор «Ты живи, моя Россия» юрӑран пуҫларӗ. Малалла Турхан Упи ача садӗнчи арҫын ачасем «Маленькие поварята» ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанах йӑла-йӗркипе, юрри-ташшипе пуян. «Илем» фольклор ушкӑнĕ «Ҫӑварни» йӑла-йеркипе паллаштарчӗ. Ачасене те явӑҫтарнине ырламалла, ӳссе ҫитсен те авалтан килекен уявсене ӑса хывса, аталантарса пырӗҫ.
Сцена çине пĕрин хыççăн тепри артистсем тухса чӑваш тата вырӑс юррисемпе, ташшисемпе савӑнтарчӗҫ.

Фольклор ушкӑнӗ «Тӑвансем патне юрăпа савăнтарчӗ. Ятарлă çар операцине халалланă «Слышишь» юрӑ кашнинех тыткӑнларӗ, куҫӗсене шывлантарчӗ.

Хамăр тӑрӑхри уйрӑм юрлакансем – Ольга Дергунова, Егор Молгачев, Юлия Голубчик, Анастасия Куракина – пултаруллă çамрăксем те илем кӳчӗҫ.

Егор Ефимовпа Фёдор Максимов, Мария Красновапа Алиса Чувашова, Ирина Павлова  юрланине итлеме те кӑмӑллӑ пулчӗ.
Кулӑшла пӑтӑр-махсем пурнӑҫра яланах пулаҫҫӗ, тӗрлӗ йывӑрлӑхра та пулӑшаҫҫӗ.  Ҫӗнӗ Упири тӗп шкулти «Арлекино» (ертӳҫи – Анфиса Дергунова) театр кружокне ҫӳрекенсем «Ҫартан мӗнле хӑтӑлмалла?» сценка кӑтартса пачӗҫ. Тӗрлӗ лару-тӑру витӗр тухсан та, мӗслетсем шыраса тупсан та, тухтӑрсене улталаймӑн. «Упи Микс» КВН ушкӑнӗ те кӑҫалхи юрлӑ хӗл пирки култарчӗҫ, савӑк кулӑ пӑрнелерӗҫ.

Людмила Сердцева ертсе пыракан «Родничок» ача-пăча ушкăнӗ те пултарулăхне кăтартрӗ. Юрласа та, халӑх инструменчӗсене каласа хаваслăн савӑнтарчӗҫ, чун хӗлӗхне вӑратрӗҫ.

Ачасен «Юные дарования», аслисен «Радость» ташӑ ушкӑнӗсем пурнӑҫланӑ чӑваш, вырӑс ташшисен номерӗсене, ӑшшӑн йышӑнчӗҫ залра ларакансем. Наталия Куракина, Эвелина Ятманова патриотизм темипе сӑвӑсем каларӗҫ.

Концерт программи  хут-шӑнакансем пурте пӗрле сцена ҫине тухса, «За тебя, Родина-мать!» юрланипе вӗҫленчӗ. Вӑхӑт сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ, уявчченхи кану кӑмӑллӑ иртрӗ.

Ксения Бакуркинапа Софья Максимова ертсе пынӑ концерт программи пуян та тӗрлӗ жанрлӑ пулчӗ, унта юрӑ-ташӑ та, шӳт те вырӑн тупнӑ.

Ҫапла кашни пурнӑҫланӑ номерсем хыҫҫӑн куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупни, сцена ҫинче юрлакансене те, ташлакансене те хавхалантарчӗ. Аслисемпе танах çамрăксемпе кĕçĕннисем культура енне туртăнни ырă пулăм пулнипе мӑнаҫлантарать, савӑнтарать. Сцена ҫине юрлама-ташлама ятарлӑ пӗлӳ илнисем мар, тӗрлӗ профессире тӑрӑшакансем, чун туртӑмӗ ыйтнипе тухаҫҫӗ. Пурне те вӗсене пӗрлештерекенни – юрӑ-ташӑ.

– Шупашкарти артистсенчен пӗртте кая мар, ҫи-пуҫӗсем те кашниннех килӗшӳллӗ курӑнаҫҫӗ. Кӑмӑллӑ иртрӗ, чунпа та кантӑмӑр, –  ҫапла калаҫа-калаҫа тухрӗҫ куракансем концерт программи вĕçленсен.

Упи ҫӗрӗ пултарулӑх ӑстисемпе пуян: юрлакан та, ташлакан та яланах пур.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев