Ӗçе, хӳтӗлеве хатӗр
Хӗллехи ГТО фестивалӗн зона тапхӑрӗ иртрӗ
«Алтын» универсаллӑ спорт комплексӗнче тата Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн йӗлтӗр базинче 2026 ҫулта ӗҫ коллективӗсен хушшинче ВФСК «Ӗçе тата хӳтӗлеве хатӗр» хӗллехи фестивалӗн зонӑри тапхӑрӗ иртрӗ. Унта республикӑн Атӑл çи зонине кӗнӗ командăсем хутшӑнчӗҫ.
Фестиваль Тутарстан Республикинче Çар тата ӗҫ паттӑрлӑхӗн çулталӑкӗпе килӗшӳллӗн иртрӗ. Фестивале хутшӑнакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗҫ.
Мероприяти шайӗнче 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренекен Алиса Меньшована тата Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре вӗренекен Расул Калимуллина ГТО ылтӑн паллисене пачӗç.
Фестивалӗн тӗллевӗ – граждансене системăллă майпа физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах интересленме явӑҫтарасси.
Фестивалӗн зона тапхӑрне «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» комплексӑн IX-XVI картлашисене пăхăннă ӗҫ коллективӗсем хутшӑнчӗҫ. Республикӑри районсен кашни командинче саккӑршар ҫын, урӑхла каласан, кашни картлашкаран пӗрер представитель пулчӗ. Командăсен хушшинче малти вырăнсене пухăннă очкосен суммипе палӑртрӗç.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Ҫӗпрел районӗн спортсменӗсем ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗҫ, иккӗмӗш вырӑна Кайпӑҫ районӗн спортсменӗсем йышӑнчӗҫ, 3-мӗш вырӑна Апас районӗн команди çӗнсе илчӗ. Сăнавсене тивӗçлипе иртнӗ ӗç коллективӗсен командисене Дипломсемпе Кубоксем пачӗç.
Справка
ГТО комплексӗ «Раҫҫей спорчӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Тутарстан Республики Раҫҫей регионӗсен хушшинче ГТО комплексне хутшӑнакансен шучӗпе те, уйрӑмлӑх паллисен шучӗпе те малта пыракансенчен пӗри шутланать. ГТО комплексне пирӗн районта та популяризацилес тата пурнăçлас енӗпе активлă ӗç илсе пыраççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев