Ӗçчен платник
Юбиляр
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнакан, тыл ӗҫченӗ Сахау Садретдинович Фахретдинов 94 ҫул тултарчӗ.
Ялăн аслă çулсенчи çыннипе ҫуралнӑ кунӗпе саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов килнӗччӗ. Хисеплӗ юбиляра РФ Президенчӗн Владимир Путинăн саламлă открыткине тата район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн парнине пачӗ, ӑна ырлăх-сывлăх, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗ.
Сахау Садретдинович 1932 ҫулхи январӗн 13-мӗшӗнче Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ вăхăтра Сахау пичче 9 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Унӑн ачаранах выҫлӑхне те, нушине те нумай тӳсме тивнӗ. Шкулта вӑл 4 класс ҫеҫ вӗренме пултарнӑ. 4 класс пӗтерсен колхозра ӗҫлеме пуçлать. Ăна тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлама, кунӗн-ҫӗрӗн хирте те, фермӑра та ӗҫлеме тӳрӗ килет. Вӑрҫӑ чарӑнсан Сахау пичче хулана каймасть, тӑван ялӗнчех пурӑнма юлать, ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра вӑй хурать, ун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канӑва тухать. Вӑл питӗ лайӑх платник пулать. Колхозра Сахау Садретдинович пуçне пӗр здание те юсаман, мӗншӗн тесен вăл платник ӗçӗн чăн ăсти пулать. Тивӗҫлӗ канăва кайсан та, ӗçне малалла тăсать.
Мӑшӑрӗпе Каусария аппапа пӗрле вӗсем 70 ҫула яхӑн пурӑнаççӗ, ҫав ҫулсенче ҫӗнӗ ҫурт туса лартаççӗ, 5 ача (виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр) пăхса ӳстереççӗ. Ачисене пурне те тивӗҫлӗ пӗлӳ, воспитани пама тӑрӑшаҫҫӗ, ура ҫине тӑма, ҫак пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаççӗ. Каусарияпа Сахау Фахретдиновсене ҫак пурнӑҫра хуйхи-суйхине те пайтах тӳсме тӳрӗ килет, виҫӗ ачине пытарнӑ. Паянхи кун вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ тӗп никӗсӗн вучахне сӳнтермесӗр пурӑнаҫҫӗ. Хисеплӗ ветерансене социаллӑ ӗҫчен пӑхать, инҫех мар пурӑнакан кинӗсем те пулӑшсах тӑраҫҫӗ. Каусария аппа та, Сахау пичче те социаллӑ ӗҫчене тата кинӗсене пулӑшнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ.
Фахретдиновсен ҫемйи пысӑк та туслӑ, вӗсен ачисем, мӑнукӗсем, кӗçӗн мӑнукӗсем ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ асламăшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ патне час-часах килеҫҫӗ.
Сахау пичче хӑнасем килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ, вӗсене хăйне хисеп туса килнӗшӗн тав турӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев