Чарусем кӗртрӗç
Сыхă пулăр!
Пысӑк тиевлӗ транспортсемпе ирӗк паракан ятарлă пропусксем пулсан çеç çӳреме пулать.
Ҫуркунне – пысăк тиевлӗ автомобильсемшӗн чару тапхӑрӗ. Юр хăвăрт ирӗлнӗ чух тата çул çийӗ çемçелнӗ тапхăрта çулсем пысăк тиеве пула ванса тӗпрелме, çӗмӗрӗлме пултараççӗ. Кун пек чухне кашни регион хӑйӗн чару вӑхӑтне тата хӑйӗн чи пысӑк йывӑрӑшне палӑртать.
Ҫак тӗллевпе 2026 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 30-мӗшӗччен Тутарстан Республикин территорийӗнче тиев транспорчӗн ҫӳревне вӑхӑтлӑха чараҫҫӗ. Мероприяти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме тата автомобиль ҫулӗсене сыхлама тӗллев лартнӑ.
Чарусене лекмеҫҫӗ:
– автобуссемпе пассажирсене турттарасси;
– ял хуҫалӑх выльӑхӗсем валли выльӑх апачӗ, эмелсем, вӑрлӑх, удобрени, почта, посылкӑсем, топливо турттарасси;
– ҫутҫанталӑк инкекӗсен сиенне пӗтерме çăк турттарасси тата ытти чрезвычайлӑ лару-тӑру;
– автомобиль ҫулӗсене юсамалли тата тытса тӑмалли ҫул-йӗр техникипе материалӗсене турттарасси;
– федерацин законӗпе ҫар службине пӑхса хӑварнӑ федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен транспорчӗ;
– ҫӳп-ҫап турттаракан транспортсем.
Чару тапхӑрӗнче ирӗк паракан ятарлă пропусксăр ҫӳренӗшӗн яваплӑх пӑхса хӑварнӑ – транспорт харпӑрлӑхҫи валли 600 пин тенкӗ штраф. Кун пек чухне транспорта тытса чарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев