Чăн туйăмсем валли те вырăн пур
Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ Алексей Кудряшов çемье çавăрчӗ
Ҫак кунсенче районти ЗАГС пайӗнче чаплӑ мероприяти пулчӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ Алексей Кудряшов хӑйӗн савнийӗпе Екатеринӑпа мӑшӑрланчӗ. Алексейӗн савнийӗ Патӑрьел районӗнчен.
«Районта çакă ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ регистрациленӗ 23-мӗш мӑшӑрлану пулчӗ», – тесе пӗлтерчӗ ЗАГС пайӗн ертӳçи Альбина Шарафутдинова.
Мероприятие районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов килнӗччӗ. Ҫамрӑк мӑшӑра саламласа, телей сунчӗ, район пуҫлӑхӗн саламлă адресне, асӑнмалӑх парнесене тата тӗп документа — мӑшӑрланнине регистрациленине ӗнентерекен свидетельствӑна – пачӗ.
Рустам Мухаметзянов:
– Алексей – районăмăрăн ырă чӗреллӗ ҫынни. Сурансем илнӗ хыҫҫӑн та, пурнӑҫӗнче чун хавалне ҫухатман паттӑрăмăр. Пурнӑҫӗнчи кӑткӑс лару-тӑру вӑхӑтӗнче те вӑл чун-чӗринче чӑн-чӑн туйӑмсем валли вырӑн тупни тӗслӗх пулса тăрать, – тесе ырă сунăмӗсене пӗлтерчӗ ертӳçӗ.
Малалла тăсса
Алексей Кудряшов Кивӗ Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Районти 90-мӗш професси училищинче вӗреннӗ. Унтан ҫарта службăра тӑнӑ. 2022 ҫулта уйрăм мобилизаци шайӗнче, пӗрремӗшӗсенчен пулса, ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине ҫул тытать. Çар заданийӗсенчен пӗринче Алексей йывӑр аманать, хальхи вӑхӑтра сиплев курсӗ иртет. Анчах Тӑван çӗршыв умӗнчи парӑмӗ çинчен манмасть. Реабилитаци иртнӗ хыҫҫӑн, каллех çарти тусӗсем патне кайма планлать.
Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Алексей Кудряшова II степеньлӗ «Çар паттӑрлӑхӗшӗн» медальпе наградӑланӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев