Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Библиотекăсен кунӗ

Календарьте дата

Çулсерен майăн 27-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра библиотекăсен кунне паллă тăваççӗ. 

1795 çулта çак кун «Император библиотекине» уçнă. Паян урамра çӳллӗ шайри технологисемпе компьютер çитӗнӗвӗсемпе палăракан 21-мӗш ӗмӗр. Анчах библиотека çаплипех кирлӗ-ха. Вăл этемлӗх астăвăмне упрать. Аслисемпе пӗчӗккисем библиотекăна кӗнекешӗн кăна мар, ырă сăмахшăн, канашшăн, тӗрекшӗн те килнӗ пек туйăнать. Мӗншӗн тесен унта ырă кăмăллă çынсем ӗçлеççӗ. Хăвăн ӗçне юратмасан библиотекăра нумай тытăнса тăраймастăн. 

Кӗнекен вăрттăн тӗнчи патне çул уçса паракансем час-часах библиотекарьсем пулса тăраççӗ. Çын вулав патне туртăнма пуçланипе пуçламанни нумай чухне вӗсенчен килет!

 

Библиотекӑсем ҫинчен 10 интереслӗ факт

X ӗмӗрти Персин аслӑ визирӗ Абдул Кассим Исмаил ибн Аббад яланах хӑйӗн библиотекипе юнашар пулнӑ. Вӑл таҫта тухса кайнӑ пулсанта, библиотека ун хыҫҫӑн «пынӑ». Кӗнекесен 117 пин томне 400 тӗвепе турттарнӑ. Ҫитменнине кӗнекесем (урӑхла каласан тӗвесем) алфавит йӗркипе вырнаҫнӑ.

Халӗ те ӗҫлекен библиотекӑсенчен чи ватти – хальхи Египет территорийӗнчи Ҫветтуй Екатерина мӑнастирӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш. Ăна пин ҫурӑна яхӑн çул.

Вӑтам ӗмӗрсенчи европа библиотекисенче кӗнекесене, хаклӑ экземплярсене вӑрласран, час-часах ҫӳлӗксем ҫумне сӑнчӑрпа ҫирӗплетнӗ.

Раҫҫейре пурте усӑ куракан пӗрремӗш вулавӑша 1714 ҫулта I Петӗр уҫнӑ, патшан харпӑр кӗнекисенчен (икӗ пине яхӑн экземпляр) тӑнӑ Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн вулавӑшӗ пулнӑ. Чӑн та, темиҫе ҫултанах унта  ҫӳреме чарнă – вулавӑш «академиллӗ» пулса тӑнă.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче метрора бомбӑсенчен хӑтӑлнӑ Мускав çыннисем Арбатпа Покровски линийӗн «Курская» станцийӗнчи патшалӑх истори библиотекин филиалӗнче кӗнекесем вулама пултарнӑ.

Тӗнчери чи пысӑк библиотека АПШРА вырнаҫнӑ. Ку конгресс библиотеки, унта 155 миллиона яхӑн кӗнеке упранать. Ӑна кирек кам та пӑхма пултарать, вӑтамран вӑл кашни ҫул 1,7 миллиона яхӑн ҫынна йышӑнать. Çав вăхăтрах унти пур кӗнекене те цифрӑлас ӗҫ татти-сыпписӗр пырать, вӗсене вулавӑш сайтӗнче те тупма пулать – вӗсене пичетлесе кӑларни автор прависене пӑсманнисем.
Паллӑ Йель университетӗнче чӳречесӗр библиотека пур. Анчах унта вӗсемсӗр те ҫутӑ ҫителӗклӗ, мӗншӗн тесен унӑн тулаш стенине хаклӑ мрамортан тунӑ, вӑл кӑштах хӗвел ҫутине ирттерет.

Чылай чухне илнӗ кӗнекене вӑхӑтра кӳменнишӗн штраф пӑхса хӑварнӑ, вӑл вӑхӑт иртнӗҫемӗн ӳсет. Ҫавӑнпах пулӗ финнсен Вантаа хулин библиотекинче интереслӗ ӗҫ пулса иртнӗ – унта ҫӗр ҫул ытла каялла вулама илнӗ кӗнекене кӳрсе панă. Ҫакна, кам кӳрсе панине, пӗлме пулман. Кӗнекене, таҫта хӑйӗн маччи ҫинче тупнӑ ҫын, хӑйне пысӑк штраф парасран хӑранӑ пулас.
Вулавӑш космосра та пур, вăл МКС борчӗ ҫинче вырнаçнă. Вăл çӗр кӗнекерен тӑрать, вӗсене хут вырӑнне ҫӳхе пластик çинче ятарласа пичетленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев