Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Автоинспекторсем рейд ирттернӗ

Мероприятие «Ача — тӗп пассажир» акци шайӗнче йӗркеленӗ

Автоинспекторсем ачасене турттармалли йӗркене пӑсакан водительсене тупса палӑртас енӗпе мероприяти — рейд ирттерчӗç. Рейд вӑхӑтӗн-че хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхăнман водительне чарнӑ, правилăна пӑснӑ факт тӑрӑх протокол ҫырнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Çул-йӗр правилисен 2.1.2 пункчӗпе килӗшӳллӗн, хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе оборудованиленӗ транспорт хатӗрне çӳретнӗ чухне водитель хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗпе хӑйӗн те ҫыхăнмалла тата пиçиххипе ҫыхăнман пассажирсене лартса ҫӳретме тивӗçлӗ мар.

Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе усӑ курмалли правилӑсене пӑснине регистрацилесси, çав вăхăтрах, çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăснă тӗслӗхсене фотовидеофиксаци комплексӗсемпе автомат режимӗнче те туса пырăнать, ҫакӑн хыҫҫӑн закона пăснă водителсене административлӑ яваплӑх палăртаççӗ. 

Транспорт хӑрушсӑрлӑхӗн центрӗсем тӗпченӗ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе усӑ курни водителе тата малти ларкăч çинчи пассажира çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче вилесрен тата суранланасран 50%, кайри ларкӑч ҫинчи пассажирсемшӗн 25% чакарать. Çул-йӗр юхăмӗнче вара хăрушсăрлăх пиçиххине лектернӗ тӗслӗхре сывă юлас шанс пилӗк хут ӳсет. 

Аса илтеретпӗр, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе çыхăнман пассажиршăн водителе 1000 тенкӗ штраф параççӗ, пассажира асӑрхаттараççӗ е 500 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.

Енчен машинăра ачана хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе лектермен пулсан е ăна машинӑра ятарлӑ ларкăчсăр çӳретсен, водителӗн 3000 тенкӗ штраф тӳлеме тӳрӗ килӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев