«Автобуссене» тӗрӗслесе тӑрассине вăйлатӗç
Хăрушсăрлăх
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тӗллевпе Ҫӗпрел районӗнче «Автобус» ятарлӑ операци пуҫланчӗ. Мероприятийӗн тӗп тӗллевӗ – район территорийӗнче ҫӳрекен мӗнпур пассажир автобусӗсен законлăхне, хӑрушлӑхсӑр ҫӳрессине тивӗҫтересси.
Операци вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе законсене пӑснине тупса палӑртасси, ҫавӑн пекех, автобус водителӗсен професси хатӗрлӗх тата ӗҫ условийӗсене хакласси пысӑк вырӑн йышӑнать. Инспекторсем автобуссен техника лару-тӑрӑвне, водительсем ҫул-йӗр правилисене пӑхӑннине ҫирӗп сӑнаса тӑрӗҫ.
Çак тапхăрта, паллах, районти çулсем çинче, контроле вăйлатӗç. Кун пек операцисем, йăлана кӗнӗ тăрăх, вӑхӑтлӑха кăна пулсан та, вӗсен тӑтӑшлӑхӗпе ҫирӗплӗхӗ ҫул ҫинче йӗрке тума, водительсен яваплӑхне ӳстерме пулӑшать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев