Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Август уйӑхӗнче çӗнӗлӗхсем пулаççӗ

Илтмесӗр ан юлăр!

2025 ҫулхи август уйӑхӗнче Раҫҫейре водительсемшӗн тӗрлӗрен улшӑнусем вӑя кӗрӗҫ: медицина тӗрӗслевӗн процедуринче, транспорт хатӗрӗсене регистрацилемелли правилӑсенче, гражданла яваплӑха обязательнӑй майпа страхламалли правилӑсенче (ОСАГО) тата ҫул-йӗр правилисенче (ПДД). 

Медицина тӗрӗслевӗн процедури

Водитель кандидачӗсем валли обязательнӑй лаборатори тесчӗсем кӗртеҫҫӗ. Юнпа шӑка ятарлӑ маркерсем ҫине памалла пулать, вӗсем тӗрӗслевччен яланхи майпа эрех е юраман япаласем ӗҫнин йӗрӗсене палӑртаҫҫӗ.
Патшалӑхӑн базисем тӑрӑх даннӑйсене автоматла майпа çутатма май пулӗ. Комиссире тухтӑр ҫын нарколог е психиатр патӗнче шутра тӑнине, хăçан та пулсан мӗнле диагнозсем лартнине тӳрех курать, ҫаксене пурне те шута илеҫҫӗ.
65 ҫултан иртнӗ водительсем валли тишкерӳсен уйрӑм списокне йӗркелӗҫ, унта астӑвӑм, тимлӗх, илтӳ, шайлашу тата реакци хӑвӑртлӑхӗ енӗпе кирлӗ тестсене кӗртӗҫ.

Регистраци йӗркисем

Транспорт хатӗрне ГИБДД-ра учета тӑратнӑ чухне ОСАГО полисне обязательнӑй документсен списокӗнчен кӑларасси. Анчах ОСАГОсăр пуçне автомобильпе ҫӳреме юрамасть. 
Регистраци ӗҫӗсенчен пӑрăнассишӗн никӗссен переченьне анлӑлатасси, тӗслӗхрен, утилизаци сборне тӳлеменни, енчен ӑна хальхи законпа тӳлесси обязательный пулсан. 

ОСАГО

Транспорта ОСАГОсӑр çӳретнӗшӗн штраф виҫине ӳстерме палӑртнӑ: унччен кун пек йӗркене пӑснӑшӑн водительсем 500 тенкӗрен пуҫласа 800 тенкӗ таран тӳленӗ пулсан, халӗ 3 000 тенкӗрен пуҫласа 5 000 тенкӗ таран тӳлӗҫ. Çакăн пек тепӗр хут йӗркене пӑснӑшӑн та ҫакнашкал санкцисем пӑхса хӑварнӑ. Полис ҫуккине пӗрремӗш хут палӑртнӑ пулсан, штрафсен виҫи унчченхи пекех юлать. 

ГИБДД

Ятарлӑ сигналсемпе автомобильсене ирттермелли правилӑсене уҫӑмлатасси. Водительсен ҫул памалла е ҫул пайне (ретне) улӑштарса пушатмалла е правилӑсемпе пӑхса хӑварнӑ ытти маневр тумалла. Енчен ятарлӑ транспорт юнашар полоса çинче пырать пулсан, водителӗн ӑна чӑрмав кӳменни те ҫителӗклӗ. 
Ачасен автокреслисенче сертификациленмен альтернативăсене — лямкăсем, адаптерсем, фиксаторсем тата хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсем çине накладкăсем хурассине чарасси. Ҫул-йӗр юхăмӗн правилисенче ачасене автомобильсенче хӑрушлӑхсӑр турттарма палӑртнӑ конструкци пулнă май, ачасене тытса тăракан системăна палăртассине кӗртнӗ.

2025 ҫулхи июлӗн 18-мӗшӗнчен кӗнӗ улшӑнусем:

ГИБДД ыйтнипе чарӑнманшӑн штрафа 500-800 тенкӗрен 7-10 пин тенкӗ таран ӳстернӗ. Ҫулталӑк хушшинче тепӗр хут йӗркене пӑснӑ пулсан — 10 пин тенкӗ е 4 уйӑхран пуҫласа 6 уйӑх таран машинăна çӳретме чикӗлессине пăхса хăварнă.
Груз турттаракан машинăсен хуҫисемшӗн габарит тӗрӗслевӗн правилисене пӑснӑшӑн 600 пин тенкӗ штраф парассине кӗртнӗ, тиев калӑпӑшне 10 сантиметр ытларах ӳстернӗшӗн — 150 пин тенкӗ. Унччен штрафа шофера паратчӗç, халӗ вара транспорт хатӗрӗн хуҫине кӑна явап тыттарӗç.
Пысӑк е йывӑр тиевсене хӑй ирӗкӗпе куҫарнӑшӑн явап тыттармалли срока (КоАПӑн 12.12.1 статйи) икӗ уйӑхран пуҫласа пӗр ҫулччен тӑснӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев