Астăвăм пурăннă чухне паттӑрсем манӑҫмаҫҫӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫар юхăмӗн ветеранӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ
Ку вăл Раҫҫейӗн хăрушсăрлăхӗшӗн ҫапӑҫнӑ, вӑрҫӑсенче тата тӗрлӗ хӗҫ-пӑшаллӑ конфликтсенче Тӑван çӗршыва хӳтӗлесе, хăйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ паттӑрсене аса илмелли кун.
Ҫак кун – хӑйсен ҫӗршывӗн тулашӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене чунтан хисепленин палли, хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр тӑванла халӑхсене хӑйсен патшалӑхӗн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлеме пулӑшакансен умӗнче пуҫ тайнин палли.
– Эпир кашни ята астӑватпӑр, ҫухатусен хуйхине пайлатпӑр, хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӳсен хӗрӳ точкисенче тата зонисенче хӑйсен ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ ентешӗмӗрсен çарпаттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ таятпӑр. Салтаксене, сержантсене, офицерсене паттӑрлӑх, хăюлăх тата чӑн-чӑн патриотизм кӑтартнисене чунтан хисепленине пӗлтеретпӗр. Паянхи кун ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешӗмӗрсемпе мăнаçланатпăр, – терӗ мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов.
Календарьте дата хальлӗхе официаллӑ статуслӑ мар пулсан та, унăн ҫултан-ҫул хисепӗ ӳссе пырать. 2009 ҫултанпа ҫак уява «Çар юхăмӗн ветеранӗсене аса илмелли тата хуйхă кунӗ» те теҫҫӗ. Кӑҫал вара РФ Патшалӑх Думин ӗҫ, социаллӑ политика тата ветерансен ӗҫӗсен комитечӗн пуҫлӑхӗ Ярослав Нилов официаллă майпа июлӗн 1-мӗшне ҫар юхăмӗн ветеранӗсен кунӗ тума сӗннӗ.
Ҫак кун пуррине тата пӗлтерӗшне аса илсе, районти ҫар юхăмӗн ветеранӗсем Геройсен Аллейинчи мемориал умне веноксем тата чечексем хучӗҫ, вилнӗ ентешӗмӗрсене аса илчӗç.
Мероприятире ҫар юхăмӗсенче пуç хунă салтаксен ҫывӑх ҫыннисем, ҫамрӑк армеецсем, ҫавӑн пекех, район ҫыннисем хутшӑнчӗç.
Мероприятийӗн чи чуна пырса тивекен пайӗ наградăсем панă самант пулчӗ. Активлăх кăтартнă, общество пурнӑҫӗнче хастар хутшăннă ветерансене Тав ҫырӑвӗсем, медальсем тата асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.
Нумай ҫул кăтартуллă ӗҫленӗшӗн, районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне кӗртнӗ пайӗсемшӗн «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул» юбилей медалӗпе Иван Дергунова, Ильдус Журавлева чысларӗҫ. Çавăн пекех, «Çар юхăмӗн ветеранӗ» медале Радик Асадуллина, Николай Быкова, Иван Исаева, Ильгам Каюмова, Виктор Митрошкина, Сергей Никифорова, Владимир Солдатова, Наиль Хайруллова, Раис Шакурова, Ирек Яфизова, «Чечня кампанийӗ вӗҫленнӗренпе 15 ҫул» астăвăм медальне Петр Албутова, Замир Биктудина, Даниил Ефимова, Сергей Жирнова, Радик Макатина, Владимир Патшеева, Евгений Хемницера пачӗç. Ҫак кун нумайăшне авторӗ ентешӗмӗр Владимир Ярухин пулнă «Вӑхӑт пире суйласа илчӗ» кӗнеке те пачӗç. Аса илтеретпӗр, ҫак кӑларӑмра ҫар юхăмӗн ветеранӗсем ҫинчен персоналлӑ информаци пур.
– Традици малалла та тӑсăласса шанатпӑр. Çакă – пуҫ хунисене асӑнмалли кун, сыввисене хисеплемелли паллӑ тата ҫамрӑксене патриотла воспитани памалли тӗслӗх пулса тăрать, – терӗ районти ҫар юхăмӗн ветеранӗсен обществăлла организацийӗн ертӳҫи Виктор Петухов.
Ентешӗмӗр, Афганистанра служить тунă, çар юхăмӗн ветеранӗ Альберт Сулейманов ҫак кунсенче гуманитари тиевне ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ӑсатма кайнине палăртса иртни те вырăнлă пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев