Астăвăм палăкне çӗнетсе уçрӗç
Ҫар летчикӗ-бомбар-дировщикăн Павел Федорович Прусаковӑн палӑкне уҫрӗç
Аслӑ Ҫӗнтерӳ – Майӑн 9-мӗшӗ кунӗ умӗн, Тутарстанра ҫар паттӑрлӑхӗпе ӗҫ хастарлӑхӗн çулталӑкӗнче, Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗнче, Тутарстанпа Чӑваш Республикисемшӗн çакă паллӑ пулӑм пулчӗ. Улатӑр, Шăмăршă тата Ҫӗпрел районӗсем пӗрлешнӗ ҫӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, çар летчикӗ-бомбардировщикӗн Павел Федорович Прусаковăн палӑкне уҫрӗç.
Ҫӗнетнӗ палӑка уҫма Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхне Марат Гафарова тата çар юхăмӗн ветеранне, пӗрлехи хуçалăх ертӳҫине Гумер Загитович Махмутова ирӗк пачӗç.
Шланка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Гумер Махмутов штурман Павел Прусаков ячӗпе лартнӑ палӑка юсас енӗпе пуҫаруçă тата спонсор пулса тăрать.
Мероприятире Шланка вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем, «Малтисен юхӑмӗ» команда, «Чаваш варманӗ» наци паркӗн, Шăмăршă районӗн представителӗсем хутшӑнчӗҫ.
Марат Ринатович Гафаров:
– Çак палӑк – Геройăн ятне ҫӗнетсе ӗмӗрлӗхе асра хӑвармалли символ. Павел Федорович Прусаков пирӗн ирӗклӗхшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ, пирӗн тивӗҫ – унӑн ҫутӑ астӑвӑмне упраса хӑварасси тата унӑн паттӑрлӑхне пулас ӑрусене парасси.
Гумер Загитович Махмутов:
– Эпӗ ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ. Ҫак асаилӳсемпе самолет трагедийӗ ҫинчен эпӗ ялти ватӑсенчен илтнӗ. Ку пирӗн истори-ҫке. Эпир вӑрҫӑра вилнисен умӗнче парӑмра. Ҫак палӑк – ӗмӗрсен ахрӑмӗ пулса тăтăр – ҫӗнтерӗве мӗнле хакпа çӗнсе илнине пурне те аса илтертӗр.
Андрей Кокуркин, Шăмăршă муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ:
– Палӑк парк территорийӗнче вырнаçни пирӗншӗн пысӑк чыс. Малашне ҫак вырăн патриотла мероприятисем ирттерме туртӑм центрӗ пулса тӑрӗ. Çитӗнекен ӑрушӑн тата кунта килекен хӑнасемшӗн паркӑн историлле пӗлтерӗшӗ хаксӑр.
Мероприятире Павел Прусаковăн паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Кун пирки Шланка вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем чуна пырса тивекен сӑмахсем хатӗрленӗччӗ.
Кӗске истори
Павел Прусаков 1919 çулхи январӗн 17-мӗшӗнче Тверь облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1940 ҫулта ăна Совет Ҫарӗн ретне илеççӗ, унтан Чкалов ҫар училищине сержант званийӗпе вӗçлет, ҫар летчикӗ-бомбардировщик пулса, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑнать. 1942 ҫулхи мартăн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Муллино поселокӗ ҫывӑхӗнче Р-6 самолет катастрофӑна лекет. Çак самолетăн летчикӗ Павел Прусаков пулать. Çар çынни илнӗ сурансене пула вилет. Паянхи кун çак вырăн Шланка ял тӑрӑхне кӗрет. Геройăн ятне Чӑваш Республикин Астăвăм кӗнекине кӗртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев