«Астăвăм çурти» акци иртрӗ
Акци
Июнӗн 21-мӗшӗнче, каçкӳлӗм, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче паттăрсене халалласа лартнă палăк умӗнче «Астăвăм çурти» акци иртре́. Акцин тӗп тӗллевӗ совет халӑхӗн паттӑрлӑхӗ ҫинчен калакан историйӗн чӑнлӑхне упраса хӑварассиччӗ.
Мероприятире Çӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, ялти Пенсионерсен совечӗн ертӳçи Геннадий Карсаков, ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă паттăрсен амăшӗсем, Культура çурчӗн ӗçченӗсем тата çамрăксем хутшăнчӗç.
Геннадий Карсаков хăйӗн сăмахӗнче 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗ хурлăхлă кун пулни, 4 çула тăсăлнă хаяр вăрçă нумай çыннăн пурнăçне татни пирки калаçрӗ. «Раççейре çак кун Асаилӳ тата хурлану кунне паллă тăватпăр, нимӗç фашисчӗсемпе хăйсене шеллемесӗр кӗрешнӗ асатте-кукаçисене, çӗнтерӳшӗн ырми-канми тăрăшнă тыл ӗçченӗсене аса илетпӗр. Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине 400-е яхăн çын тухса кайнă, çурри каялла таврăнайман... Çӗнӗ ӑрусемшӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин астăвăмне упраса ха́варни пӗлтерӗшлӗ», – терӗ Геннадий Николаевич тухса калаçса. Пурне те вӑл лӑпкӑ тӳпе, ырлӑх-сывла́х сунчӗ.
Унтан пухăннисем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç, палăк умне чечексем хучӗç, çутнă çуртасем лартрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев