Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ăста алӑра ӗç вӗресе тăрать

Çыхас, тӗрлес ăсталăх пулни – пысӑк телей

Ҫынна ӗҫ илем кӳрет, тесе ахальтен каламаҫҫӗ, халӑх тахҫантанпах ӗҫпе пурӑннӑ, хуҫалӑхра мӗн кирлине хӑй туса илнӗ, кирпӗч те çапнă, сӑмаварне, хуранне те шăратнă, ковер тӗртнӗ, эрешсене те хӑех тунӑ. Паянхи статьяри Зинаида Федоровна Иванова та çавӑн пек ӑстасенчен пӗри. 

Зинаида Федоровна Алешкин-Саплăк ялӗнче, тӑхӑр ачаллӑ ҫемьере ҫиччӗмӗш ача пулса ҫут тӗнчене килет. Ашшӗ – Федор Петрович – Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра шофер пулса ӗçленӗ, амӑшӗ – Лидия Алексеевна – колхозра бригадирта та, почтальонра та тата ытти ӗҫсенче те вăй хунă. Ҫемьере ачасем те ӗҫпе воспитани илсе ӳснӗ. Зинаида Федоровна та пӗчӗкренех ашшӗ-амӑшӗпе, аппăшӗсемпе пӗрле хуҫалӑхри мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама вӗренсе ӳснӗ. Ҫамрӑклах ал ӗҫӗпе интересленет, тӗрлеме те ăста пулать.

3-мӗш класра вӗреннӗ чухнех ӗнтӗ Зинаида тӗрлӗ тӗрӗллӗ ӑшӑ ҫӑм алсиш ҫыхма тытӑнать. Асламăшӗ, Анастасия аппа, мӑнукне ҫыхмалли, тӗрлемелли пур вӑрттӑнлӑха та вӗрентме тӑрӑшать. Зинаида 8-мӗш класра вӗреннӗ чухне вара, Мӑнкун валли, ҫӗнӗ кӗпе ҫӗлесе тăхăнать. Çемьеллӗ пулсан та çак алă ӗçӗсене пăрахмасть:  ачисем валли те кӗпесем, юбкӑсем ҫӗлеме, кофтӑсем ҫыхма пуçлать.

– Ӗлӗк, качча кайнă чухне, хӗр каччӑ килне парне хатӗрлесе каятчӗ. Лавккасенче япаласем ҫук, нимӗн те туянаймастӑн, мӗнпур парнене хӗрсемпе улах ҫурчӗсенче пуçтарăнса, хатӗрлеттӗмӗр. Эпӗ те алшӑллисем, чӗнтӗрсем тата ытти ҫавӑн йышши япаласене те хамăн аллӑмсемпе туса хатӗрлерӗм. Унтан Канашри педагогика училищинче пӗлӳ илни те усăллă пулчӗ. Унта эпӗ технологи урокӗсенче нумай вӗрентӗм, – тет Зинаида Федоровна.

Училищӗрен ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухсан, тӑван енне таврӑннă хӗре чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсене параççӗ. Каярахпа Зинаида Федоровна хӑйӗн специальноҫӗпе пуҫламӑш классене вӗрентме куҫать. 45 ҫул ӗнтӗ вӑл пуҫламӑш классене пӗлӳ парать.
Ҫамрӑк чухне тата училищӗре илнӗ хӑнӑхусемпе  вăл шкулта ачасене те паллаштарма тăрăшать. Шкулта «Чӑваш тӗрри» ятлӑ кружок йӗркелет. Кунсăр пуçне,   шкулта театр кружокне те ертсе пырать. Вӗренекенсемпе пӗрле районта иртнӗ «Эпир пӗрле» конкурсра, Пӑва хулинче иртнӗ зона тапхӑрӗнче те призлӑ вырӑнсем çӗнсе илнӗ вӗсем. 

Спектакле чӑвашла лартма хатӗрленнӗ май, ачасемпе пӗрле декорацисене те хӑйсем хатӗрлеҫҫӗ, чӑваш наци эрешӗсемпе илемлетеҫҫӗ, ачасем хӑйсем те чӑваш наци тумӗсем тăхăнса выляҫҫӗ. 

– Кирек хӑш хулана кайсан та, чи малтан, тӗрлӗ ҫип сутакан лавккасенче пулма тӑрӑшатӑп. Шӑрҫа, мулине çипписене туянатӑп. Тӗрӗ кружокӗсенче ачасемпе çар çыннисем валли оберегсем тӑватпӑр, вӗсене ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине ярса паратпăр, – тет вăл.

Зинаида Федоровна ятарлă çар операци зонинче служить тăвакан хăй вӗрентнӗ каччăсемпе те мăнаçланать. Питӗ шел, иртнӗ çул кӗркунне вара пӗр  вӗренекенӗ Иван Кудряшов паттăрла пуç хурать. Класра унăн вӗренекенӗ ларнă парта яланах ăна аса илтерсе тăрӗ. 

Мӑшӑрӗпе Федор Петровичпа пӗрле виҫӗ ача пăхса ӳстернӗ, пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнă. Ывӑлӗ Андрей паян Хусан хулинче – юрист, хӗрӗ Ольга  ялта почтальон пулса ӗҫлет, Дмитрий Шупашкар хулинче ӗçлесе пурăнать. Зинаида Федоровна 9 мӑнукӗн юратнă асламăшӗпе кукамăшӗ те.

Зинаида Федоровна   вӗренекенӗсемпе мăнаçланать. Вăл пӗлӳ панă вӗренекенсем ҫӗршыври, республикӑри тӗрлӗ хулара вӑй хураҫҫӗ, вӗсен хушшинче тухтӑрсем те, вӗрентекенсем те, юристсем те пур.  

Зинаида Федоровнан тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫне тӗрлӗ парнесемпе, Хисеп грамотисемпе палӑртнӑ. Вăл «Тутарстан Республикин çутӗç отличникӗ» медаль хуçи те.

– Паллах, манӑн ҫитӗнӳсенче мӑшӑрӑмӑн, хам ӗҫлекен коллективӑн, вӗренекенӗмсен те, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсен те пайӗ  пысӑк, вӗсене чунтан тав тăватăп, – тет Зинаида Федоровна

Паян аслӑ наставник пысӑк тӗллевсемпе, малашлӑха ҫутӑ шанӑҫсемпе пурӑнать. Вӗсенчен пӗри – тухья тӑвасси. Паллах, ку та пурнӑҫланӗ. Ахальтен каламан халӑх:  «Ăста алӑра ӗç вӗресе тăрать», –  тесе.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев