Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Асӑрхаттарни усӑллӑрах

Юлашки вӑхӑтра хыпарсенче республикӑри ку е тепӗр районта урнӑ чир палӑрни ҫинчен пӗлтерекен хыпарсем час-часах курӑнма пуҫларӗҫ, ҫынсем чирлени те пур.

Кун пирки Россельхознадзорӑн Тутарстан Республикинчи Управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

– Урнӑ чир – ҫыннӑн тӗп нерв тытӑмне (энцефалит) сиен кӳрекен, вилӗм патне илсе ҫитерекен вируслӑ чир. Урнӑ чир вирусӗн тӗп резервуарӗсем аш ҫиекен чӗрчунсем: тилӗсем (чи хăрушă резервуар), енот евӗрлӗ йытӑсем, кашкӑрсем, ҫавӑн пекех килти чӗрчунсем: йытӑсем, кушаксем тата ыт.те. Вӗсем инкубаци тапхӑрӗн юлашки 7-10 кунӗнче тата чир тӑршшӗпех сӗлекепе вирус кӑлараҫҫӗ.

Ҫынсене тата ял хуҫалӑх выльӑхӗсене урнӑ чир вирусӗ лекесси килти тата тискер чӗрчунсенчен, ытларах аш ҫиекенсенчен, сӗлеке витӗр е ҫыртсан-чӗркелесен (йытӑсем, кушаксем, тилӗсем, енот евӗрлӗ йытӑсем тата ыт.) килсе тухать.

Ҫынран ҫутҫанталӑкра вирус, сӑмахран, куҫмасть. Уртаракан чире пуҫаракан вирус чирлӗ выльӑхӑн сӗлекинче палăрмалăх паллӑсем пуҫланиччен 10 кун маларах пулма пултарнине пӗлни пӗлтерӗшлӗ. Ҫын организмне лексен вирус нерв ҫулӗсем тӑрӑх сарӑлать, пуҫ мимине ҫитет, унта тӗп нерв тытӑмӗн пурнӑҫра кирлӗ элеменчӗсен ӗҫне пӑсакан шыҫӑ килсе тухать, аталанать, ҫавна пула вилӗмпе вӗҫленет.

Урнӑ чиртен вакцина профилактики тусан тата тискер, асӑрхавсӑр чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ чухне хăвха ху мӗнле тытмалли правилӑсене пӑхӑннинчен сыхланма пулать.

Чиртен мӗнле сыхланмалла?

  • *Тискер чӗрчунсемпе ҫыхланасран сыхланмалла.
  • * Килти выльӑх-чӗрлӗхе усрамалли правилӑсене пӑхӑнмалла.
  • *Килти выльӑхсене (йытӑсене, кушаксене) прививка тумалла.
  • Хӑвӑра та, ҫывӑх ҫыннӑрсене те ҫак чирпе чирлесрен упрӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев