Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Асӑну  кунӗ

Июлӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре паллă датăна – ҫар юхăмӗн ветеранӗсен кунне палăртса ирттереççӗ.

Ҫак историллӗ дата пуррине тата пӗлтерӗшне аса илтерсе, районти урамсем тӑрӑх автоçӳрев иртрӗ. Ун хыççăн, район ертӳçисемпе пӗрле ҫар юхăмӗн ветеранӗсем Геройсен Аллейинчи ҫар мемориалӗ умне веноксемпе чечексем хучӗҫ, вилнӗ ентешсене аса илчӗç.

Мероприятие, ҫавӑн пекех, çар юхăмӗсенче пуç хунă салтаксен ашшӗ-амӑшӗсемпе тӑванӗсем, ҫамрӑк армеецсем тата район ҫыннисем те хутшӑнчӗҫ.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов ҫак дата пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса иртрӗ.

 – Ҫак кун эпир Тӑван çӗршыва, пире тата пирӗн ачасене чыслӑн хӳтӗленӗ салтаксене аса илетпӗр. Вӗсенчен нумайӑшӗ ют ҫӗршывсенче вилнӗ. Эпир вӗсене нихҫан та манмӑпӑр, яланах асра тытӑпӑр, – терӗ вӑл торжествăлла митингра пухӑннисене.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ҫар юхăмӗн ветеранӗсене,  ҫамрӑксене ҫарпа патриотла воспитани парас енӗпе активлӑ ӗҫленӗшӗн, Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗç.

 

Справка

2009 ҫулта июлӗн 1-мӗшне Раҫҫейре 1945 ҫул хыҫҫӑн ҫар юхăмӗсенче хутшӑннӑ ветерансен кунӗ тесе йышăнчӗç. Кунта Афганистанра, Чечняра, Азире, Африкӑра тата ытти ҫӗршывсенче пынă вăрçăсенче хутшӑннӑ ветерансем кӗреҫҫӗ. Хальлӗхе ăна асăну кунӗ пулнă май календаре кӗртмен пулсан та, воин-интернационалистсем ҫак куна ҫулсеренех палăртса ирттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев