Ӗнер. Паян. Ыран
Хусанта «Виҫҫӗмӗш ӑру» пенсионерсен республикӑри XVI спартакиади иртрӗ. Ӑмӑртӑва Çар тата ӗҫ паттӑрлӑхӗн çулталӑкне, Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне халалланӑ.
Хускану вӑл – пурнӑҫ! Ҫакна Çӗпрелӗн виҫҫӗмӗш ӑрӑвӗн спортсменӗсем тепӗр хут кӑтартса пачӗҫ.
Унта хутшӑнакансем шывра ишес, сӗтел ҫи теннисӗ, пневматика хӗҫ-пӑшалӗнчен тӗл перес, чупас, дартс енӗпе тата команда эстафетинче ăмăртрӗç, ҫавӑн пекех, ГТО комплексӗн нормативӗсене пачӗç. Ҫӗпрел районӗнчи пенсионерсен команди республикӑра чи вӑйлисен вуннӑшне кӗнӗ.
«Физкультурӑпа тӑтӑшах интересленни – хастарлă вăрăм пурнăçăн тӗсӗсенчен пӗри», – теҫҫӗ аслă çулсенчисем.
Нет комментариев