Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Аслисем ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ

Сыхă пулăр!

Кунсем ӑшӑта пуçласан, вӑрӑмлансан, никамӑн та: уйрӑмах ачасемпе ҫамрӑксен, килте ларасси килмест. 

Ачасем ирӗке тухсан вара, тивӗçлӗ правилӑсене те пӑхӑнмаҫҫӗ, е вӗсем ҫинчен пачах манса каяççӗ. Кайран вара ашшӗ-амӑшӗсен хурав тытма тӳрӗ килет. 

Кун пирки Çӗпрел муниципаллӑ районӗн ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси ларӑвӗнче те калаçу пулчӗ.

Лару ӗҫӗнче районӑн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, район прокурорӗ Ришат Купкенов хутшӑнчӗҫ.

«Ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн аслисем яваплӑ», – тесе палӑртрӗ комиссин яваплӑ секретарӗ Алена Афанасьева та. Вӑл ашшӗ-амӑшӗшӗн тата ачасен законлă представителӗсемшӗн тӗп правилӑсем пирки те аса илтерчӗ.

– Ҫул ҫитменнисене каҫхи тата ҫӗрлехи вӑхӑтра аслисемсӗр кăна урамра çӳреме чараҫҫӗ. Законпа килӗшӳллӗн, вӑхӑтпа чарусем сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 31-мӗшӗччен 22.00 сехетрен пуҫласа 6. 00 сехетчен ҫӳреме чараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, ҫуллахи тапхӑрта 23.00 сехетрен пуҫласа 6.00 сехетчен – июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 31-мӗшӗччен ҫул ҫитменнисен пӗччен ҫӳреме юрамасть, – тет вӑл.

Йӗркене пӑснӑшӑн штраф  та пӑхса хӑварнă. Граждансемшӗн вӑл 500 тенкӗрен пуҫласа 1000 тенкӗ таран, должноҫри ҫынсемшӗн – 3000 тенкӗрен пуҫласа 5000 тенкӗ таран, юридици сӑпачӗсемшӗн – 15 000 тенкӗрен пуҫласа 20 000 тенкӗ таран. Ҫулталӑк хушшинче тепӗр хут йӗркене пӑснине палӑртсан штраф виҫи те икӗ хут ӳсӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев