Аслă ӳсӗмрисем шахматла вылярӗç
Ăрусен çыхăнăвӗ
Турнира тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнчи пенсионерсем хутшӑнчӗҫ.
Районти Культура çуртӗнче шахмат енӗпе «Ăрусен ҫыхӑнӑвӗ» республика турнирӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ.
Этемлӗх шухӑшласа кӑларнӑ спорта, наукӑна тата искусствӑна ҫывӑх пӗр вӑйӑ пур. Вӑл – шахмат. Çак вӑйӑ астӑвӑма лайăхлатма пулăшать, лăпкăлăха, тимлӗхе хăнăхтарать, тавҫӑрулӑхпа математика пултарулӑхне, логикӑпа фантазие аталантарать, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетме пулӑшать.
Пирӗн районта пенсионерсен хушшинче тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттересси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Аслӑ ӑру ҫыннисемшӗн ку хӑйне тӗрӗслеме сӑлтав кӑна мар, тӗл пулса калаҫмалли, хыпарсемпе паллаштармалли сӑлтав та.
Турнира хутшӑнакансене районти ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов, РФ Пенси фончӗн Ҫӗпрел районӗнчи клиент службин ертӳҫи Роза Гафарова, Раҫҫей пенсионерсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳçи Дилюза Азизова саламларӗҫ, турнирта ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Шахмат енӗпе хӗрарӑмсен хушшинче Алена Афанасьевапа танлашакан пулмарӗ, вӑл 1-мӗш вырӑна йышӑнчӗ. Людмила Афанасьева тата Зоя Кузнецова – 2-мӗш вырӑна, Равия Валеева 3-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗç.
Шахмат енӗпе арҫынсен хушшинче: Ирфат Валиуллин – 1-мӗш вырӑна, Леонид Албутов – 2-мӗш вырӑна, Геннадий Карсаков 3-мӗш вырӑна йышӑнчӗç.
Вӗренекенсен хушшинче Артем Афанасьев – 1-мӗш вырăна, Дмитрий Черланов – 2-мӗш вырăна, Камиль Шагдалиев, Инзиля Садеева 3-мӗш вырăна çӗнсе илчӗç.
Чӑваш Çӗпрел ялӗнчи Афанасьевсен ҫемйин команди малти вырӑна тухрӗ. Вӗсем пирӗн район чысне Пӑва хулинче иртекентурнирӑн зонӑри тапхӑрӗнче хӳтӗлӗç.
Призерсене район пуҫлӑхӗн çумӗн, шахмат енӗпе федерацийӗн районти уйрăмӗн ертӳçин Алексей Ярухинăн тата Раççей Пенсионерӗсен союзӗн районти уйрăмӗн парнисене пачӗç.
Ҫавӑн пекех, çак турнирăн судйине Ханбик Камалова, активлă вылякана Альфред Яхиева та асăнмалăх парнесем пачӗç.
Ханбик Камалов, турнирăн судйи, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ:
– Шахмат занятийӗсем ҫынна пур енлӗн аталантараҫҫӗ, ӑс-тӑна, астӑма ҫирӗплетеҫҫӗ, чӑтӑмлӑха вӗрентеҫҫӗ. Спортӑн ҫак тӗсӗ аслисене кӑна мар, ҫамрӑк ӑрӑва та кӑмӑла кайтӑрччӗ, тетӗп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев