Аса илтер, кĕркунне
Петр Мулеев, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ
çулталăк кунĕ кĕркунне,
çулçăсем сарă тĕспе.
Эсĕ мана аса илтер
Пурнăç кĕнекин малти питне.
Лăпкă çил енчен – енне
Силлет хуллен çулçăсене.
Асра ман, куç умĕнче
çеремпе чупни ача чухне.
Салху хĕвел хутран–ситрен
Пăхать «шыв чаршавне» сирсе.
Пар мана самант курма
Сывлăм ӳксен таврăннине.
Чĕрчунсем çу кунĕнче
çитĕнтерчĕç чĕпписене.
Аса илеп – эсĕ хитре,
çупкăм çулçă аллусенче.
Юханшыв сӳрĕккĕн ыйхăра,
Юхмасть шыв васкаса.
Курасчĕ ман çав вăхăта
Паркра пĕрле – эсĕ çумра.
Сар чечек пахчара,
çеçки пырать шанса.
Пит çинче йĕрсем,
Курап куçкĕскирен.
Темле асамлăх кĕркунне
Кĕртет кашни çын ăшне.
Эсĕ кантăк умĕнче пӳртре,
Тăратăн ман куç умĕнче.
Кĕркунне этем пурнăçĕпе
Ватлăх – алăк умĕнче.
Асра «пурнăç кĕнеки»,
Уçса хупап кашни питне.
Тен, вăхăт самантлăха
Чарăнĕ сиккипе чупма.
Сехет йĕппи вăхăтлăха
Тытăнĕ каялле куçма.
Манăн шанчăк – кĕркунне,
Ыйтап санран тархасласа.
Иртнĕ, пулман ĕмĕтсемпе
Кăштах пулас çулçÿревре.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев